Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саламласа (тĕпĕ: саламла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Танкистсем пӗр харӑссӑн саламласа кӗтсе илчӗҫ аслӑ командирсене.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула, Кузнецова саламласа, Ваҫлипе, унтан вара ыттисене ӗречӗпе пӑр-пӗринпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне, хӑнӑхнӑ ҫынсем хушшинче пулсан, Матӗрне «Сывӑ пулӑр» тесе-и е урӑхла саламласа калӗччӗ, пӗр хут ӑнланмасӑр намӑса кӗнипе ним шарламасӑр черккене тытса тутине тивертрӗ те сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, урам хушшинче ҫынпа тӗл пулсан, ӑна яланах ӑшшӑн саламласа иртет, хаваспах калаҫӑва хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм тӗнчери кайӑк телейлӗ мӑшӑра саламласа юрлама ҫакӑнта пухӑннӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

В. Алендей писателе эпир, вӑл 50 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа, тӑван литературӑра тата ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Хисеплӗ Вера Михайловна, сире илемлӗ юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламласа чӑвашлӑхшӑн малалла та пархатарлӑ ӗҫсем тума ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Музей витрининче вӑл виҫӗ паттӑра саламласа Портланда янӑ телеграмма та пур.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Кинемее Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламласа открытка янӑ.

Бабушке была направлена открытка с поздравлением от Президента России Владимира Путина.

Педиатрта ӗҫленӗ Августа Агеева 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35743.html

Ҫак ҫӗр ҫинче эпир 353 ҫул пурӑнатпӑр, 1670 ҫултан пуҫласа… – терӗ Ильдус Хамзевич пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Асанкасси культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юбиляра саламласа хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вася Белкин, факультетри комсомол секретарӗ, нумай та пулмасть пире саламласа питӗ тарӑн идейӑллӑ сӑмах каланӑскер, мана кӑкӑртан тытса силлеме тапратрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑрман пек кашласа алӑ ҫупрӗ филармони залӗнчи халӑх ҫамрӑк композитора саламласа.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӗсем округ чысне республика шайӗнче те тивӗҫлӗн хӳтӗлессе шанатӑп, — терӗ Александр Николаевич пуҫтарӑннисене саламласа.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑл пуҫтарӑннисене ҫывхарса килекен уявсем ячӗпе саламласа округӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Чатӑр патӗнчи ҫарҫыннисемпе халӑх государе хыттӑн саламласа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ларсан-ларсан, Игнат Васильевича ферзь лартса патӑм, илсенех саламласа алӑ парӑп ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Чылай ҫул Елчӗк шкулӗнче педагогра тӑрӑшнӑ ӗҫ ветеранне шкул представителӗсем те саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ҫак ятпа вӗсене саламласа совхоз администрацийӗнчен телеграмма ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех