Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр пӳлӗмӗнче — ҫирӗм койкӑллӑ госпиталь; кашни аманнӑ партизанӑн — ҫӗнӗ утӑ тултарса тунӑ тӳшеклӗ сакӗ пур.
Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Ҫук, вӑл сывӑ! — пӑшӑрханса хирӗҫ тавӑрчӗ хӗр, унӑн сассинче темле ҫирӗп, иксӗлми кӑмӑл янӑрарӗ, ку унӑн сакӗ ҫинче те палӑрчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн прокурор тӑчӗ те ҫапла каларӗ: — Шанчӑклӑ свидетельсем тупа тусах ҫак факта палӑртса хучӗҫ: ҫав питех те хӑрушӑ ирсӗр ӗҫе урӑх никам та мар, ҫак айӑпланакансен сакӗ ҫинче ларакан мӗскӗн ҫынах тунӑ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ҫынсен чӗрисене пырса тивесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук: мӗскӗн пачӑшкӑ темӗнле ытла та мыскаралла каланӑ пекле, приход ҫыннисем чи усал, хӑрушӑ япаласем ҫинчен каланӑ сӑмахсене те, чиркӳ сакӗ хыҫӗсене пытанса, хуллен лӑх-лӑх кулса йышӑнчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Страницăсем:
- 1