Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккунӗсемшӗн (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
37. Эпӗ те, хамӑн пиччемӗмсем пекех, аттесен саккунӗсемшӗн чунӑмпа ӳтӗме паратӑп, эпӗ Турра тархаслатӑп: Вӑл часрах халӑха хӗрхентӗрччӗ, санӑн вара асапланса та хаса тӳссе Вӑл пӗртен-пӗр Турӑ пулнине пӗлмелле пултӑрччӗ, 38. Пурне те Пултараканӑн пирӗн йӑха тивӗҫлипе ҫитнӗ ҫилли манпа манӑн пиччемӗмсем ҫинче чарӑнтӑрччӗ» тенӗ.

37. Я же, как и братья мои, предаю и душу и тело за отеческие законы, призывая Бога, чтобы Он скоро умилосердился над народом, и чтобы ты с муками и карами исповедал, что Он един есть Бог, 38. и чтобы на мне и на братьях моих окончился гнев Всемогущего, праведно постигший весь род наш.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.

21. Исполненная доблестных чувств и укрепляя женское рассуждение мужеским духом, она поощряла каждого из них на отечественном языке и говорила им: 22. я не знаю, как вы явились во чреве моем; не я дала вам дыхание и жизнь; не мною образовался состав каждого. 23. Итак Творец мира, Который образовал природу человека и устроил происхождение всех, опять даст вам дыхание и жизнь с милостью, так как вы теперь не щадите самих себя за Его законы.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗмӗшне асаплантарма тытӑннӑ, чӗлхӳне пар-ха тесессӗн, вӑл ӑна тӳрех кӑларнӑ, пӗр хӑрамасӑр аллисене те малалла тӑснӑ, 11. вара хӑюллӑн каланӑ: «ҫакна мана тӳпе панӑ, ҫавӑнпа та Унӑн саккунӗсемшӗн ӑна хӗрхенсе тӑмастӑп, ӑна Унранах каялла илессе шанатӑп» тенӗ.

10. После того третий подвергнут был поруганию, и на требование дать язык - тотчас выставил его, неустрашимо протянув и руки, 11. и мужественно сказал: от неба я получил их и за законы Его не жалею их, и от Него надеюсь опять получить их.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Сывлӑшӗ пӗтсе ҫитеспе каланӑ вӑл: «эсӗ, асап кӑтартакан, пирӗнне ку пурӑнӑҫа тататӑн, анчах тӗнче Патши пире, Хӑйӗн саккунӗсемшӗн вилнисене, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли чӗртсе тӑратӗ» тенӗ.

9. Быв же при последнем издыхании, сказал: ты, мучитель, лишаешь нас настоящей жизни, но Царь мира воскресит нас, умерших за Его законы, для жизни вечной.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех