Шырав
Шырав ĕçĕ:
саккунӑмсене (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Урӑх халӑхсем енне ҫаврӑнӑп та вӗсене, Манӑн саккунӑмсене уяса пурӑнччӑр тесе, Хамӑн ятӑма парӑп.Переселюсь к другим народам и дам им имя Мое, чтобы соблюдали законы Мои.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ хунӑ йӗркесене туса тӑрӑр, Манӑн саккунӑмсене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр; 19. ҫӗр хӑй ҫимӗҫне парса тӑрӗ, эсир тӑраниччен ҫиетӗр, ҫӗр ҫинче канӑҫлӑ пурӑнатӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр, 27. ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ; 28. ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр; 29. кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1