Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑтӑн (тĕпĕ: савӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫмесӗр-тумасӑрах ҫӑнӑх эрне вӗҫлениччен пурӑнма ҫитменнине курчӗ, сахӑр хунӑ шӑвӑҫ савӑтӑн тӗпӗ курӑнать иккен; чейпе кофе ҫукпа пӗрех, ҫу пӗтнӗ.

Она не взвешивала и не мерила, но видела, что с мукой не дотянуть до конца недели, что в жестянке с сахаром виднеется дно, обертки с чаем и кофе почти пусты, нет масла.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Варвара Петровна, наркотизатор, асаплӑн сывлакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫинчен простынь кӗтессине мӑйӗ таран сирчӗ те шампа хырӑмлӑ савӑтӑн пӗчӗк ҫӑварӗнчен эфир шӗвекӗ юхтарса ҫӗнӗ маска йӗпетрӗ, унтан ӑна, киввине сӳсе пӑрахса, матрос ҫамки ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Тӗрӗслесен вӗсем савӑтӑн ҫуррине пушатрӗҫ, юн тымарӗсенче ӑшӑ сӑрхӑнса саланчӗ, хӑйне евӗрлӗ, ҫӑмӑл вӑй хушӑнчӗ.

Пробуя, они выпили половину фляжки, по жилам пошло тепло и особенная, лёгкая сила.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫак савӑтӑн шӑтӑкӗсене сапласа, унпа кукӑль пӗҫерме шутларӑмӑр: нӳхрепе анса, таз тулли ҫӑнӑх илсе тухрӑмӑр, вара ирхи апата утрӑмӑр.

Заткнули получше дырки, чтобы испечь в нем пирог, спустились в погреб и насыпали полный таз муки, а оттуда пошли завтракать.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫав савӑтӑн мӗн пур машини-хатӗрӗсем алпа туртса ҫӳремелли пӗчӗк урапа ҫинӗ вырнаҫнӑ.

Всё оборудование этого завода умещалось на ручной тележке.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.

15. И дал золота для светильников и золотых лампад их, с означением веса каждого из светильников и лампад его, также светильников серебряных, с означением веса каждого из светильников и лампад его, смотря по служебному назначению каждого светильника; 16. и золота для столов предложения хлебов, для каждого золотого стола, и серебра для столов серебряных, 17. и вилок, и чаш и кропильниц из чистого золота, и золотых блюд, с означением веса каждого блюда, и серебряных блюд, с означением веса каждого блюда, 18. и для жертвенника курения из литого золота с означением веса, и устройства колесницы с золотыми херувимами, распростирающими крылья и покрывающими ковчег завета Господня.

1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех