Шырав
Шырав ĕçĕ:
савӑтсенчен (тĕпĕ: савӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тӗрриллӗ костюмсем пуканесемпе аслӑ ҫынсем валли тӗрлесе ҫӗлет, вӗтӗ шӑрҫасемпе ӗҫлет, пластмасса савӑтсенчен чечексем, тӗрлӗ япаласем ӑсталать, пӑккисенчен стенасене илемлетет, тӗрлеме тата ҫыхма юратать.
Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/
Савӑтсенчен хӑшне-пӗрне капӑрчӑксемпе тултарнӑ: сулӑсем, мӑн ҫӗрӗсем, ҫавӑн пекех пиҫиххин ылтӑн тӑхисем купи-купипе, кинжал аврисем, спираль евӗр е ахаль кӑшӑлсем, пуҫа капӑрлатмалли тӗрлӗ япала, ылтӑн-кӗмӗл ҫип ҫӑмхисем.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл тухатнӑ ҫуртсенче асамӑҫсен пуҫӗсене ҫапса ҫурнӑ, постоялӑй двор хуҫи унран ҫапса шӑтарнӑ савӑтсенчен тӑкса янӑ эрехшӗн укҫа ыйтнӑ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ савӑтсене йӑтса кӗнӗ; вара патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫнӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн, Валтасар хӑйӗн ашшӗ, Навуходоносор, Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене илсе килме хушнӑ: патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен ӗҫӗҫ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1