Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл этем ӗмӗтленме пултарнӑ мӗнпур савӑнӑҫсемпе киленсе пурӑннӑ, ҫавӑнпа чи телейлӗ ҫын шутланнӑ, вӑл хӑйӗн ӗмӗтне яланах ӗҫе кӗртсе пынӑ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пур савӑнӑҫсемпе те, пурнӑҫри пур йӑпанмалли япаласемпе те киленес килет манӑн.Мне хочется наслаждаться всеми радостями, всеми удовольствиями жизни.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Дисциплина тӑвасси пирӗн, воспитательсен ӗҫӗ кӑна мар, пур ачасен ӗҫӗ пулсан, вӗсем дисциплинӑшӑн вӑхӑтран вӑхӑта кӑна мар, ялан, куллен тӑрӑшма пуҫласан, пурин те пӗрешкел тӗллевсемпе шухӑшсем, пӗрешкел савӑнӑҫсемпе туртӑмсем палӑрма пуҫласан — ун чух вара: коллектив пулчӗ! теме пулать.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ӑҫта, мӗнле хутсем ҫинче палӑрӗҫ вара нефтепровода тунӑ чухнехи пирӗн савӑнӑҫсемпе хуйха-суйхӑсем?— Где, в каких ведомостях отразились радости и горести, вложенные нами в нефтепровод?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ан лӑплан, ан сӳрӗклен, чӗрӳпе ан ватӑл. Пурнӑҫра ҫӗнсе илме йывӑр, чӑн-чӑн пысӑк савӑнӑҫсене ҫӑмӑл та вӗтӗр-шакӑр савӑнӑҫсемпе ан улӑштар».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Часах илме ҫук пысӑк савӑнӑҫсем вырӑнне пурнӑҫра тупма ҫӑмӑл пӗчӗк савӑнӑҫсемпе киленме ан тӑрӑшӑр.Не соблазняйтесь легко доступными мелкими радостями жизни за счет менее доступных больших радостей.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Гленарван килӗшсен, ҫамрӑк ҫынсем паянхи куна темӗн чухлӗ савӑнӑҫсемпе ирттермелле программӑна хӑнасене пӑхса тухма пачӗҫ, ӑна вара пурте хӗпӗртесех йышӑнчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Комсомол райкомӗн секретарӗ Устиновичпа хӑй сисмен хушӑрах туслашса кайрӗ, пыра-киле вӑл вокзалран, литературӑпа хаҫат ҫыххисемсӗр пуҫне, кӗске вӑхӑтлӑха курнӑҫнӑ хыҫҫӑн темӗнле ӑнланмалла мар савӑнӑҫсемпе таврӑна пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Элшел ял хутлӑхӗн ертӳҫине В.А.Емельянова, Тӑхӑрьял музейӗн директорне Е.И.Афанасьева, ЧНКЦ ертӳҫине В.П.Бабайкина, Раккассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкулти вӗренекенсен коллективне, вӗренекенсене те, культура ӗҫченӗсене, пурне те ҫӗнӗ ҫулта ҫӗнӗ савӑнӑҫсемпе ҫӗнӗ туйӑмсемпе ырлӑх курса сывлӑхпа пурӑнма сунатпӑр.
Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Тен, хама мӗн кӗтнине туйнӑ пиркиех, пурнӑҫри савӑнӑҫсемпе сывпуллашмаллине сиссех ҫапла киленсе пынӑ-и тата?Или именно потому особенно наслаждался, что знал, что меня ожидает, и прощался с радостями жизни.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
- 1