Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнтармарӗҫ (тĕпĕ: савӑнтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хыпарсем ӑна пӗрре те савӑнтармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти хыпарсем питех савӑнтармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ксюша сӑмахӗсем ӑна савӑнтармарӗҫ ҫеҫ мар, хумхантарчӗҫ те.

Слова Ксюши не только обрадовали, но и взволновали ее.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унччен малтан тӑван хуларан илнӗ ҫырусем уншӑн кашниех пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ, унӑн фронтри йывӑр кунӗсене нумай вӑхӑтлӑха ӑшӑтнӑ, анчах халӗ вӗсем Алексее пӗрремӗш хут савӑнтармарӗҫ ӗнтӗ.

В первый раз письма из родного города, каждое из которых было раньше счастливым событием, надолго согревавшим душу в трудные фронтовые дни, не обрадовали Алексея.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем шанчӑка ан ҫухатчӑр тесе, каламашкӑн Тэчер судья пӗрмаях ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкран ҫынсем ярса тӑчӗ, анчах вӗсен сӑмаххисем савӑнтармарӗҫ ҫав.

Судья Тэтчер посылал из пещеры бодрые и полные надежды записки, но они никого не радовали.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех