Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнтарас (тĕпĕ: савӑнтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа, ӑна тата ытларах савӑнтарас тесе, тахҫан илсе хунӑ одеколона кӑларса тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн сире савӑнтарас килчӗ, ӑнланатӑр-и — савӑнтарас килчӗ!

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ҫак хӗрарӑма мӗнле те пулин ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем каласа савӑнтарас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурӑннӑ чухне мӗн те пулин ыррипе савӑнтарас килет тус-юлташсене.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрсене те савӑнтарас пулать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Манӑн ӑна ытларах та ытларах савӑнтарас, татти-сыпписӗр калаҫтарас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Часрах савӑнтарас вӗсене!

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер, пӗлӗшне савӑнтарас тесе, - хӑй Ермолай пуп пирки мӗн шухӑшланине каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана савӑнтарас тесе юрлаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сана савӑнтарас тесе ҫеҫ ташларӑм.

Сплясала только для того, чтобы порадовать тебя.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Эсӗ мана, ватӑ аннӳне, чирлӗ ҫынна, килти арҫын ӗҫне туса усӑ кӑтартмалла чухне, савӑнтарас вырӑнне ҫак чӑтайми намӑса кӑтартрӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗрачи ытла кӑмӑллине аса илсе, манӑн ӑна савӑнтарас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫанталӑкӗ паян, халӑха йывӑр ака-суха ӗҫӗсем хыҫҫӑн савӑнтарас тенӗ пекех, ытла та хӳхӗм.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Савӑнтарас тенӗччӗ старике…

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вулакан умне ҫирӗм ытла кӗнеке кӑларнӑ авторӑн малашне те халӑха савӑнтарас килет.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӑвӑра ҫӗнӗ туйӑмсемпе савӑнтарас килет-и?

Хочется порадовать себя новыми эмоциями и впечатлениями?

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра ҫӗнӗ туйӑмсемпе савӑнтарас килет-и?

Куҫарса пулӑш

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫитет-и, ӗнтӗ ларса канма юрать-и темеҫҫӗ ун кӑвак куҫӗсем, тата мӗн туса савӑнтарас тенӗ пек пӑхаҫҫӗ ҫын ҫине.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пӗчӗк ачана тӗлӗнтерсе савӑнтарас тесе-и кайӑк пек вӗҫтерчӗ ҫил касса.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Савӑнтарас вырӑнне — пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех