Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнмаллаччӗ (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнмалла та пурӑнмаллаччӗ, пурнӑҫпа савӑнмаллаччӗ, мӑнукӗсене утьӑкка сиктермеллеччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Савӑнмаллаччӗ кӑна ҫакӑншӑн, анчах шӑпах ҫак мунчана лартнӑ хыҫҫӑн Мининсен ҫемйинче тулса тӑкӑнакан артак пурнӑҫ тӗкӗнме, сулӑнма, сакӑлталанма, айӗн-ҫийӗн ҫаврӑнма тытӑнчӗ, инкек ҫине синкек, сиенсуран ҫине сиен-суран шаршанланма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ахаль чухне пулсан, кунта вӗсем ҫӗрлехи вӑрӑ-хурахсем пек мар, урхамах кӳлнӗ тӑрантаспах кӗрлеттерсе килмеллеччӗ, Хветле килӗнче киленичченех ӗҫсе-ҫисе савӑнмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те савӑнмаллаччӗ ӗнтӗ унӑн ҫакӑн пек хыпаршӑн, те пӑшӑрханмаллаччӗ, ҫавна вӑл хӑй те тӗплӗн пӗлеймерӗ.

И он не знал, радоваться ему услышанному или, наоборот, печалиться.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ сире хӳтӗленсе тӑма тапӑрсем патӑм, анчах эсир унта та ӳпкелешрӗр, 16. Эпӗ сирӗн тӑшманӑрсене пӗтертӗм, сирӗн савӑнмаллаччӗ, эсир ун пек тумарӑр, эсир паянхи кунчченех ӳпкелешетӗр.

Я дал вам станы для защиты, но вы и там роптали 16. и не радовались во имя Мое о погибели врагов ваших, но даже доныне еще ропщете.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех