Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнасси (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлӑнтарасси, кӳренесси, тарӑхасси, савӑнасси, хуйхӑрасси — пурте пур унӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анчах ку хутӗнче савӑнасси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадӑсенчен хӑшӗ те пулин ҫӗнӗ объект туса пӗтерсен, ӑна тепри саламласси, ҫӗнӗ ӳсӗмшӗн пӗрле савӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Шупашкарти пединститута вӗренме кӗресси… манӑн тӗрлӗ шухӑшпа тӗрлӗ енчен ҫыхӑннӑ… эпӗ мӗн пур вӑйӑма чӗлхе тата литература ҫине хуратӑп, манӑн пурнӑҫра савӑнасси те, хурланасси те… ҫавсенчен килет…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӗлетӗп-ха: тӳррӗн каяканӑн савӑнасси кӑна мар, ҫапӑнасси те пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сире пӑхса савӑнасси кӑна ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унӑн хӑйӗн пӗчӗк чӗпписем ҫине пӑхса вӗҫӗмсӗр савӑнасси, ахӑлтатса куласси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Ырӑ усала» ҫӗнтернӗ, «ҫынсем аван пурӑнасси», «чунтан савӑнасси» ҫитнӗ хальхи саманара «пусмӑртан тухнӑ» ӗҫҫыннисем кӗрешӳҫӗ-поэтӑн сӑваплӑ ятне чӗрере усраҫҫӗ, унӑн ахах пӗрчи пек хаклӑ произведенийӗсене хавхаланса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Саркайӑкӑн савӑнасси Улӑхри утта ҫуличчен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хальхинче ҫерҫисен кантӑр вӑрри ҫисе савӑнасси пулмарӗ, тахӑшӗ катемпи ҫинче ларакан хурчӑкана курчӗ те чрик! чрик! кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӑл та, ку та — ӗҫлесси те, савӑнасси те — ҫамрӑксене кирлех: ӗҫленӗшӗн укҫа та тӳлерӗҫ, тӑварланӑ аш-какай та валеҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсборн, сквералла ҫывхарнӑ май, кӑштах хӑранӑ Алиса упӑшки таврӑнсан еплерех савӑнасси пирки шухӑшларӗ.

Отойдя к скверу, Эсборн подумал, как обрадуется после короткого испуга Алиса, когда он вернется.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

— Мӗн савӑнасси пур?

— А чему радоваться?

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунта ӑна савӑнасси кӗтсе илчӗ.

Здесь его ждали очень приятные новости.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта пит усал хуйхӑ тата ашкӑнса савӑнасси темле тӗлӗнмелле таччӑн ҫыхӑнса тӑнипе ҫав юрӑсем мана шалтах ухмаха ертрӗҫ.

Эти песни окончательно свели меня с ума странно тесною связью едкого горя с буйным весельем.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мана пӗчӗк кайӑксене тытма пӑртак шел пек туйӑнать, вӗсене решеткесем ӑшне хупма намӑс пек, мана вӗсене пӑхса савӑнасси ытларах кӑмӑла каять, анчах ухуташӑн ҫунни тата укҫа тупас килни хӗрхенессине ҫӗнтерсе илет.

Мне немножко жалко ловить пичужек, совестно сажать их в клетки, мне больше нравится смотреть на них, но охотничья страсть и желание заработать денег побеждают сожаление.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл ӑслӑ пулнине, унӑн мораль тӗлӗшӗнчен паха енсем пуррине палӑртмассерен эпӗ ҫавнашкал хӑпартассине хӗпӗртӳллӗн, анчах ҫирӗп виҫепе турӑм, хӑпартассин чи ҫӳлти пӑнчи патне — хытӑ савӑнасси патне нихҫан та ҫитмерӗм.

Такого рода возвышения, вследствие открываемого мною в ней ума и других моральных достоинств, я производил, хотя и с удовольствием, с некоторой строгой умеренностью и никогда не доходил до восторга, крайней точки этого возвышения.

ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах эпӗ Сонечкӑна качча илсен ялта мӗн тери лайӑх пурӑнасси, манӑн урай тӑрӑх кӑштӑртатакан, хама атте тесе чӗнекен ачасем пуласси, вӑл хӑйӗн арӑмӗпе, Любовь Сергеевнӑпа пӗрле, ҫул ҫинчи тумтирсемпех ман патӑма ҫитсе тӑрсан, хам мӗнешкел савӑнасси ҫинчен теме пула тӳрех калама шутламарӑм… ҫаксем вырӑнне, анакан хӗвел ҫине кӑтартса: «Дмитрий, пӑх-ха, мӗн тери хӳхӗм!» — терӗм кӑна.

Но я почему-то не решился сказать ему прямо свои предположения о том, как будет хорошо, когда я, женившись на Сонечке, буду жить в деревне, как у меня будут маленькие дети, которые, ползая по полу, будут называть меня папой, и как я обрадуюсь, когда он с своей женой, Любовью Сергеевной, приедет ко мне в дорожном платье… а сказал вместо всего этого, указывая на заходящее солнце: «Дмитрий, посмотри, какая прелесть!»

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ килнӗшӗн вӗсем пурте ҫавӑн пек савӑнасси ҫинчен эпӗ шутламан та.

Я и не думал, что все так обрадуются моему приходу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— «Бала кайрӗҫ. Савӑнасси пулмӗ», — шухӑшларӗ Коля.

«На бал поехали. Не повеселитесь…»

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех