Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн; 19. вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫавна пӗтӗмпе хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫап, 11. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна, хӑвӑн килне панӑ пӗтӗм ырӑлӑхшӑн савӑн, ху та, левит та, ху патна ютран килнӗ ҫын та — пурте пӗрле савӑнӑр.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫын савӑнсан — савӑн.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сана пулӑшма пултарнӑшӑн эпӗ чунтан савӑнатӑп, эсӗ вара пулӑшакан тупӑннӑшӑн савӑн.Я искренне рад, что смог тебе помочь, а ты радуйся, что нашелся помощник.
Май пур иккен // Вениамин Кӑвакҫут. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.
— Ан кутӑнлаш, кай теҫҫӗ сана, хуҫа кӑмӑлпа янӑ чух юлташусемпе пӗрле савӑн!— Поди же, повеселись, не упрямься, когда барин делает милость, отпускает тебя… ступай к приятелям!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Священник аналой тавра ҫаврӑнтарать, тияккӑн «Исаия, савӑн» юрласа ярать, сан пуҫу ҫине венчет калпакӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ…Священник вокруг аналоя будет водить, дьякон запоет «Исаия ликуй», на голову тебе наденут венец…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Джигалы-бек Гер-оглыне ҫапла каланӑ: «Халӑх тапраннӑ, халӑх чӗнет — савӑн!» тенӗ.Джигалы-бек так говорил Кероглы: «Слушай, что говорит народ. Радуйся, что тебя он зовет».
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑхса савӑн, Гек!
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӑх та савӑн: икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Кур та «савӑн» — 82 гектар хытхура айӗнче.
«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
20. Эй тӳпе, савӑн!
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла ҫырнӑ: «ача туманскерӗ, ача ҫуратманскерӗ, савӑн! ача ҫуратса асапланманскерӗ, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ӗнтӗ мӑшӑрӗ пӑрахнӑ арӑмӑн ача-пӑча упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай ытларах» тенӗ.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан каланӑ: «акӑ мӗн тӑвам: кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам, 19. вара чунӑма: эй чунӑм! санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать: кан, ӗҫ, ҫи, савӑн» тейӗп, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ангел Ун патне кӗрсен ҫапла каланӑ: эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн!
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Салтаксем Ӑна шалти картишне, претори теекен вырӑна, илсе кайнӑ; унта пӗтӗм ҫар ушкӑнне пухнӑ; 17. Ӑна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, пуҫне йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса тӑхӑнтартнӑ; 18. унтан Ӑна хисепленӗ пек туса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе саламлама пуҫланӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне пуҫлӑх салтакӗсем Иисуса преторие илсе килнӗ, Ун тавра пысӑк ҫар ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ; 28. Ӑна, салтӑнтарса, хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ; 29. Ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явнӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ; унтан Ун умне чӗркуҫленсе ларса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе мӑшкӑлласа кулнӑ; 30. Ун ҫине сурнӑ, туйине туртса илсе, Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех Иисус патне пынӑ та: Равви?, савӑн! тесе Ӑна чуптунӑ.49. И, тотчас подойдя к Иисусу, сказал: радуйся, Равви! И поцеловал Его.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.