Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савнин (тĕпĕ: савни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венюк савнин тӑванӗсемпе пӗр чӗлхе тупса сӑмах ҫӑмхин ҫиппине сӳтет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Малтанах Лена, ихӗлтете — ихӗлтете, ҫакна хирӗҫленҫи турӗ, пуҫне апла-капла пӑркаларӗ, тутине Павӑл тутипе тӗкӗнтертме именчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — тахҫантанпах сӑваплӑ вут пек тасан упранса пурӑннӑ туйӑмӗ шалтан вӗҫерӗнсе кайрӗ те (вӗҫертессе кӗтнӗскер!) вӑл савнин ачаш та хӗрӳ юратӑвӗн ытамне «пуҫне ҫухатсах», пӗр «ҫылӑхсӑр» тап-таса чунӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе, виҫесӗр ачашлӑхӗпе ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ хӑйӗн савнин аллине тытса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ахӑртнех, эсир савнин япӑх енӗсене курман-ха.

Скорее всего, вы идеализируете избранника.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харкашма ан тӑрӑшӑр: савнин характерӗ тӗлӗшпе лӑпкӑрах пулӑр.

Избегайте ссор - поспокойней относитесь к нюансам характера второй половинки.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Савнин шанчӑкӗнчен тухмастӑр, анчах ытти арҫынна куҫ хӗсме те манмастӑр.

В личных отношениях вы будете проявлять верность и постоянство, не потеряв при этом свою способность флиртовать.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑвансен, савнин, туссен юратӑвне туятӑр.

Вы буквально будете купаться в любви родных людей, возлюбленных, друзей и подруг.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир мӗн чухлӗ ирӗклӗрех пулатӑр, савнин туйӑмӗ ҫавӑн чухлӗ ытларах хӗрсе пырӗ.

Чем свободнее и независимее вы становитесь, тем сильнее подогреваете чувства партнера.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн-ши: савнин тӑванӗсенчен вӑтаннипе-ши (вӑл Сашӑн арӑмӗ пулман-ҫке уншӑн куҫҫуль тӑкма), е унӑн юратӑвӗ савнин чӗри тапма чарӑниччен ҫеҫ пулнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, ҫавӑнпа каникула та пыман эсӗ?» — савнин ятне ятран калама хӑймасӑр, Ева ҫинчен аса илсе выртать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр енчен шухӑшласан, хӑйӗн савнин майрине те курас килнӗ пулӗ Тоньӑн: юратсах илнӗ-ши Миша ҫав хӗре, мӗнпе вӑл ун пуҫне ҫавӑрнӑ?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа савнин менелникне савӑнсах кӗтсе илетӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырма пӗлменнисем юлташӗсене хӑйсен ячӗпе ҫыртарнӑ, лешсем вара, тепӗр чухне, ирттерсе те ҫыркаланӑ — ан тив, хӗпӗртетӗр савнин чӗри.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк пуҫӑмпа эпӗ савнин ячӗ пӗрре ҫеҫ чӗрере пулмалла тенӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл вӑхӑтра Михаил Николаевич хӑйӗн савнин аллине кӑшт чуптуса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпех-ҫке, — чӗнме ниепле сӑмах тупайманскер, хӑйӗн савнин тураман ҫӳҫне пӳрнисемпе шӑлса-якаткаласа каланӑ Елюк.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сар хӗр валли кучченеҫ: шерепеллӗ «кӑнахвет», хӗрлӗ-кӑвак пиҫиххиллӗ шур пӗремӗк (ҫӑвара хыпсан сивӗтет, чӗлхе вӗҫне чӗпӗтет — тутлӑ та пылаклӑ!), хура мӑйрака, е мӑйӑр-хӗвелҫаврӑнӑш! — укҫа пулсан, ил, ҫитер, йӗкӗт, кӑмӑлӗ ҫавӑрӑнтӑр савнин, чӗри сиктӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Савнин ҫирӗп сӑмахӗсене илтсен Лена та адвокат ҫырнӑ хута вуласа тухса алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Савӑннипе тав тума та маннӑ Саша савнин адресне чӗри ҫумне тытса килӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех