Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савнийӗпе (тĕпĕ: савни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн чӗри савнийӗпе пӗрле тӗнче хӗррине кайма та килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шывхуҫи ывӑлне авлантарнӑ ятпа хӑй патне пил ыйтма килнине пӗлсен ӑрӑмҫӑсем пӑшӑлтатнине те мансах каять, ултавҫӑ савнийӗпе нихҫан та ним пулман пек калаҫма, шӳтлеме пикенет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӑхатпӑр та Арҫенпе — Кӗркурин аялти тути шӑп варринче, юрату вучӗ хыпса илнӗ авӑксенче этем савнийӗпе чуптӑвашмалли тӗлте, самай пиҫсе кайнӑ та хӑрӑк мӑйӑр пек мӑкӑльленсе, хӑпӑланса тӑрать, хӑй, Кӗркури, ҫӑварне хупаймасӑр нушаланса ларать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кулӑ вутне-хӗмне сирпӗтсех ярас мар тесе, хӗр алӑ тупанӗпе тутине хыттӑнрах хупларӗ, вара каллех савнийӗпе вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав каҫ Пазухин хӑйӗн савнийӗпе юлашки хут курса калаҫрӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вадим час-часах Таньӑна машинӑпа лартса ҫӳренӗшӗн-и е вӑл йывӑр чирлӗ ҫын патне унӑн савнийӗпе килсе кӗнӗшӗн-и — Коля ҫак шукӑль та чипер ют каччӑ ҫине уҫҫӑнах кураймасӑр пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйсен ялӗнчи савнийӗпе иккӗшӗ те арӑмӗпе упӑшки тесе вӑрман ӗҫне кӗрӗшнӗ-мӗн.

Они со своим деревенским другом уехали на лесозаготовки, как муж с женой.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван туртӑнса тӑрать, савнийӗпе калаҫакан хӗр пек, хӑйне ҫирӗпрех сӑмахсем каласа ӗнентерессе кӗтет.

Ухтиван стоит, в сомнениях ждет, будто девушка от милого, более твердых слов.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юратура кӑмӑллӑ парне кӗтет, хӑшӗ-пӗри савнийӗпе паллашӗ.

В любви вас ожидают приятные сюрпризы, а некоторых представителей этого знака - многообещающие знакомства.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтрах тата савнийӗпе туслӑн уйрӑлни ырра пӗлтернӗ пек те туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗччен тени тӗресех те мар, савнийӗпе вӑл, хайне телей парнеленӗ ҫынпа, Эверккипе.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑна Гарвей теҫҫӗ, вӑл, савнийӗпе тӗл пулма килнӗн, хускалмасӑр тата шухӑшлӑн тӗсесе палӑк патӗнче тӑратчӗ.

Его имя Гарвей, он стоял у памятника, как на свидании, не отрываясь и созерцая.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тата кашнинчех Ванькка савнийӗпе Ҫӑпата Улькипе калаҫса илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Савнийӗпе иккӗшӗ килсе кӗчӗҫ вӗсем общежитие.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Анчах тунсӑх иртсе кайсан Лида каллех аса илӳсен ытамне путать, малтанхи савнийӗпе ирттернӗ самантсене аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Вӑл хӑйӗн савнийӗпе, Юзыҫӑпа, тӑрать, хӑй, хам та пулин унӑн пурҫӑн кӗпине ан варалатӑр тесе, вӗҫӗмсӗр каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

Он стоял с коханкою своею, Юзысею, и беспрестанно оглядывался, чтобы кто-нибудь не замарал ее шелкового платья.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чӑтаймарӗ хӗр, те чун савнийӗпе уйрӑлас самант ҫывхарнипе, те ӑшӗ-чикки кӳтсе-кӳтсе килнипе, сасӑпах ӗсӗклеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Казак хӑйӗн савнийӗпе сывпуллашни те мар вӑл; хӑюллӑн пырса тапӑнни те мар, кӑвак тинӗспе Дунай тӑрӑх чайкӑсем ҫинче ним хӑрамасӑр ҫӳрени те мар.

Это и не прощание казака с милой, не удалой набег, не экспедиция в чайках по синему морю и Дунаю.

XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Савнийӗпе курнӑҫма васкать-ши?

Спешит ли он на любовное свиданье?

Кӑмӑлне тултарнӑскер // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех