Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савнийӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ольга Австрийскаян «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавӗнчи Маша та Германа ниме пӑхмасӑр юратать, савнийӗн ҫитменлӗхӗсене те йышӑнать, каҫарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Икӗ ҫул ҫыру ҫӳретрӗ унпала, анчах савнийӗн тӳсӗмӗ ҫитмен — кӳршӗ яла качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

…Венюк савнийӗн амӑшӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ чӑнахах килте ҫуккине пӗлсен пӗр ҫур сехетрен каялла ҫула тухмалла пуль тесе шутлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпир Венюк савнийӗн килӗ патне ҫитнӗ ҫӗре «ырӑ» ватӑ ҫынсем пире колхозниксем хирте утӑра пулнине те, Венюк хӗрӗ тинӗс хӗррине ӗҫлеме тухса кайнине те, ял ҫыннине кӑсӑклантаракан тата ытти хыпарсене те пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Ваҫиле… эсӗ хаваслӑ хӗр, — терӗ каччӑ савнийӗн куҫӗсем йӑлтӑртатнине кура.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сирӗн вырӑнта хӗрарӑм-писатель пулнӑ пулсан, салтак ҫырӑвӗ мар, салтак савнийӗн ҫырӑвӗ туса ҫыратчӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, унтан ҫапла хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан сасартӑк савнийӗн кӑкӑрне кӗрсе ларнӑ хӑй ҫӗмренне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче шӑпчӑк ире хирӗҫ савнийӗн чӗрҫи ҫинче сӗнк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнийӗн «тутлӑ мунча сывлӑшӗ» питне-куҫне ҫапӑнса кӑтӑклакаласан, каччӑн чун-чӗри лӑпкӑн, ыррӑн-тутлӑн пӑлханса, сӑрӑлтатса, ӑсӗ-пуҫӗ сенкеррӗн тӗтреленсе минтевленни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, вӗсем ун савнийӗн ятне асӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савнийӗн ятне илтсен Миша туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

«Хӗвӗнеҫҫӗ хӑйӑр кӗрчӗсем, ҫухалаҫ савнийӗн йӗрӗсем…»

Заметает ветер песочек, заметает милого следочек…

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Малтанах хӗр савнийӗн ҫыруне вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Исленсе кайсах чуптӑва-чуптӑва илнӗ патша хай савнийӗн тутине.

В упоении поцеловал царь губы своей милой.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Уҫсам мана, йӑмӑкӑмҫӑм, юратӑвӑм, кӑвакарчӑнӑм, тасаскерӗм! — илтӗнет савнийӗн шӑп сасси.

Слышится тихий голос милого: — Отвори мне, сестра моя, возлюбленная моя, голубица моя, чистая моя!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Оля савнийӗн ашшӗ-амӑшӗпе те тӳрех паллашама тӗв тунӑ, анчах больницӑран часах тухайӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Савнийӗн ту тӑрринче пулӑхлӑ ҫӗр ҫинче иҫӗм пахчийӗ пулнӑ.

У Возлюбленного моего был виноградник на вершине утучненной горы,

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫамрӑк савнийӗн кукамӑшӗ патне чечек ҫыххипе, парнепе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех