Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савма (тĕпĕ: сав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савма ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑмӑл пулсан, вӗсене кирек хӑҫан та савма юрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Такам, хӗрӗнкӗскер, пурне те ыталама, чуптума, савма аллисемпе хӑлаҫланса пынӑ пек сисӗнет ӑна кӗҫӗр.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурте пӑхма пултаратчӗҫ ун ҫине, — ун енне туртӑнма, ун ҫинчен ӗмӗтленме, ӑна куҫпа та пулин ӗмӗтленсе савма

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑмӑл ҫук ӑна савма.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫап-ҫутӑ уйӑх ҫулӗпе утар-и, Пӗрне-пӗри савма тупа тӑвар-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫурта ҫутса ларам-и? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 18 с.

Савма пӑрахтараймасть тейӗпӗр.

— Ну, разлучат не разлучат, трудно сказать, а вот любить не запретят, это правда.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав вӑхӑтрах пире йӑлӑхтарнӑ хӗр е эпӗр «манса хӑварнӑ» ҫамрӑк арӑм урӑх ҫынна савма тытӑнсан хыпӑнса ӳкетпӗр эпӗр, анчах халь тин ӗнтӗ кая пулать.

В то же время, как только мы узнаем о том, что наша девушка или молодая жена увлекается другим, тотчас начинаем махать кулаками, но бывает уже поздно.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна вӑл Ивукпа ҫыхланса кайсан та савма пӑрахайман.

даже связавшись когда-то с Ивуком.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юрамасть-ҫке ӑна савма, мӑрса хӗрне кӗлмӗҫ ҫынпа туслӑ пулни килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана савма юрамасть-им?

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савма сӑлтав ҫук! — касса татрӗ Ехрем.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Савма пӗлекен арӑмшӑн вӗсем темӗн тума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Тытӑнать ку такана аллипе ачашласа савма, хӑй: пути-и, пут-и-и, тет.

Стал он его этак по шерсти гладить, — говорит: «Бяша, бяша!»

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Ашшӗ хӗрӗсене хӑйӗн мулӗнчен; чӑн ахахӗнчен, хаклӑ йышши чулӗсенчен, ылтӑнпа кӗмӗл тултарнӑ хыснинчен ытла юратнӑ, мӗншӗн тесен карчӑкӗ вилнӗ пулнӑ унӑн, ыттине вара никамах та савма пултарайман.

И любил отец дочерей своих больше всего своего богатства, жемчугов, драгоценных камениев, золотой и серебряной казны — по той причине, что он был вдовец и любить ему было некого.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Кӳр-ха, сир-ха аллусене, курам санӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр куллуна, савам савма ӗмӗтленмен питне-куҫне, — хыпӑнчӑклӑн сӑмахла-сӑмахла Христинӑна йӑпатать йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кирек мӗнле пулсан та… кирек мӗнле пулсан та, эпӗ сана савма пӑрахас ҫук.

Что бы ни случилось, что бы ни случилось, я не перестану любить тебя.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.

Софья Ивановна, как я ее после узнал, была одна из тех редких немолодых женщин, рожденных для семейной жизни, которым судьба отказала в этом счастии и которые вследствие этого отказа весь тот запас любви, который так долго хранился, рос и креп в их сердце для детей и мужа, решаются вдруг изливать на некоторых избранных.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм.

Воображение мое отказывалось представлять ее с изуродованным шрамами лицом; напротив, слышав где-то про страстного любовника, оставшегося верным своему предмету, несмотря на изуродовавшую его оспу, я старался думать, что я влюблен в Сонечку, для того чтобы иметь заслугу, несмотря на шрамы, остаться ей верным.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вӑл хӑй Меликне татах та ачашшӑнтарах савма тытӑнчӗ.

Потом она стала так же нежно и даже еще нежнее гладить своего Веника.

Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех