Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ретне сăмах пирĕн базăра пур.
ретне (тĕпĕ: ретне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑрӑ тумлӑ салтаксен кичеммӗн курӑнакан ретне ывӑннӑ сӑн, салху сӑн ҫапнӑ.

От их серой, скучной линии веяло усталостью, тоской.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Вӑл ӑна пухӑва чӗнчӗ — паян каҫхине комсомолецсем хӑйсен ретне ҫӗнӗ членсем илеҫҫӗ иккен.

Она пригласила его на собрание — сегодня вечером комсомольцы будут принимать в свои ряды новых членов.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр вырӑнта тытӑнса тӑче те Роза чечексен ретне васкарӗ.

Сперва Роза приостановилась, но потом прямиком направилась на цветочный ряд.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Чечексен ретне ҫитсе тӑчӗҫ.

Подошли к цветочному ряду.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Княжна ҫав салтак шинельне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫынна дуэльшӗн айӑпласа салтаксен ретне куҫарнӑ пулӗ, тесе шутлать.

Княжна сказала, что она уверена, что этот молодой человек в солдатской шинели разжалован в солдаты за дуэль..

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӑнӳкерчӗксенче — пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Уткинсен салтак ретне тӑнӑ Алеша ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илес енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче малтисен ретне кӗчӗ.

Чувашия стала лидером в Приволжском федеральном округе по регистрации невостребованных земельных долей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Яшсене Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илмелли тата ӑсатмалли плана ҫуллен тултарни ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ӗҫ тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗсенчен пӗри шутланать.

Одним из показателей эффективности патриотического воспитания молодежи является ежегодное выполнение плана по призыву и отправке юношей в Вооруженные Силы Российской Федерации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пурнӑҫӑн малти ретӗнче утакансем ун чухне парти ретне активлӑн туртӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

1990 ҫултах-ха ку, А.Шарипов кӗҫӗн сержантран вӑл КПСС ретне кӗнӗ чух ыйтрӑм: «Такам ӳкӗтлерӗ-и е хӑвах заявлени ҫыртӑн?».

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ай, пасар тапхӑрӗ сӗмсӗрсемпе намӑссӑрсене ҫеҫ мар, лаша вӑрри Шаккур пеккисене те кулач сутакансен ретне тӑратрӗ-ши ӗнтӗ? тесе.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Малтанхипе танлаштарсан, пач урӑхла — «чухӑннисен» ретне кӗртессинчен хӑраҫҫӗ!

По сравнению с прошлым, совершенно по-другому - бояться зачисления в ряды "бедных".

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

— Сире, ҫамрӑк коммуниста, парти милици ретне ҫирӗплетме чӗнни пирки те илтнӗччӗ.

- Слышала, что вас, молодого коммуниста, партия призывала утвердить милицейские ряды.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Спортсменсене илес пулсан, Чӑваш Енре пурӑнакансем те, Йошкар-Оларан, Рязаньтен килнӗ спортсменсем те вӑйлӑ гонщиксем. Авточупу – интереслӗ спорт тӗсӗ, кашниех кунта ҫӗнтерӳҫӗ ретне лекме пултарать. Паллах тренировкӑсенчен нумай килет, ҫапах та ӑнӑҫу кам енче пулни пӗлтерӗшлӗрех», – пӗлтерчӗ шухӑш-кӑмӑлне гонщик-ентеш Владимир Михайлов.

Куҫарса пулӑш

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Тупӑшусенче тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ вӗсем, малтисен ретне лекме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫавна пула Хӗрлӗ Ҫар ретне учительсене те илме тытӑнаҫҫӗ.

Поэтому начинают призывать в ряды Красной Армии и учителей.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пирӗн «Апайка» та «боевиксен» ретне тӑнӑ.

И наш "Апайка" вошел в число "боевиков".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

«Атлашевский» СХК-па «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО та тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсемпе чи лайӑххисен ретне кӗчӗҫ.

СХК "Атлашевский" и "Агрофирма "Ольдеевская" ЗАО по итогам проверок вошли в число самых лучших.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

1915 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1916 ҫул вӗҫлениччен Козьмодемьянск уесӗнчен 8297 ҫынна ҫар ретне илнӗ.

С 1 апреля 1915 года и до конца 1916 года с Козмодемьянского уезда призвали в армию 8297 человек.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вӗсен ретне ҫулсеренех 150 ҫын тӑрать.

В их ряды ежегодно встают 150 человек.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех