Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рейсфедера (тĕпĕ: рейсфедер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, кирлӗ мар, — терӗ учитель, кӑранташсене тата рейсфедера туртма ӑшне хунӑ май, — халь питӗ лайӑх, эсир ӑна тек ан тӗкӗнӗр.

— Нет, не нужно, — сказал учитель, укладывая карандаши и рейсфедер в задвижной ящичек, — теперь прекрасно, и вы больше не прикасайтесь.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Халиччен вӑл калька ҫине ҫынсен шухӑшӗсене кӑна ӳкерсе пама пӗлетчӗ, аллинче рейсфедера аван тытатчӗ, тушпа ҫинҫерен те ҫинҫе йӗр тума пултаратчӗ.

Он раньше умел переводить на кальку только чужие мысли, хорошо держал рейсфедер и знал, как провести тушью самую тонкую линию.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

«Францин аллинче пулнӑ пулсан, Австрали, — тет вӑл, — унӑн географӗсем линейкӑпа рейсфедера ҫавӑн пекех ытлашши шала кайма памӗччӗҫ».

«Если бы Австралия принадлежала Франции, — говорил он, — французские географы не позволили бы линейке и рейсфедеру завести себя так далеко».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех