Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рамӑсен (тĕпĕ: рама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур япаласем ҫинче те ҫурма сӗмлӗх выртнӑ, хӑш-пӗр тӗлте ун витӗр рамӑсен ылтӑнӗ, фарфор шурри тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ.

Сумрак лежал на всем, кое-где из него тускло блестело золото рам, белые пятна фарфора.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.

От множества мягкой и красивой мебели в комнате было тесно, как в птичьем гнезде; окна закрывала густая зелень цветов, в сумраке блестели снежно-белые изразцы печи, рядом с нею лоснился чёрный рояль, а со стен в тусклом золоте рам смотрели какие-то тёмные грамоты, криво усеянные крупными буквами славянской печати, и под каждой грамотой висела на шнуре тёмная, большая печать.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пулас кунсем валли хатӗрлесе хума юратакан хӗрарӑмсем тахҫанах аялти турачӗсене хуҫса илнӗ те, ҫыхӑ туса, икӗ рамӑсен хушшине ҫакса хунӑ, — тӑкӑска ҫырла настойки валли тата кукӑль тума кирлӗ пулать вӗт.

Заботливые хозяйки давно обломали нижние веточки, связали в пучки и повесили между рамами, — пригодится терпкая ягода для настоек, для пирогов.

Сивӗ кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Эсир каҫаксемпе рамӑсен хушӑкӗсене ҫӗтӗк-ҫурӑксене шаккаса тултарӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех