Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнесене (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах инкек, сулахай урана атӑпа хыртартӑм, тупанӗпе пӳрнесене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Металран туна приборсем пӳрнесене вут ҫинче хӗртнӗ тимӗр пек ҫунтарчӗҫ, пӳрнесем ҫине шыв лексен, вӗсем тӳсмелле мар ыратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрӑм пӳрнесене темле хайӑрсан та сирме ҫук.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӳрнесене вӗсем чӑлтӑр-р юн сирпӗтсе тӑрӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Интернационал» юрланӑ чух пӳрнесене хытарса алла тӑнлав патӗнче тытса честь парса тӑма юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Такам туртса илесрен хӑранӑн, пӳрнесене ыраттара-ыраттара, ача пуҫӗ пысӑкӑш тӑм муклашки илтӗм, алла ҫуса хӑва хулли касса калак турӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Захар ман пӳрнесене хӑй пӳрнипе пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шӗвӗр пӳрнесене ҫӗр ӑшне чик те пуҫхӗрлӗ тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпӗ, вӑл мана асӑрхатӑр тесе, картуспа та суллатӑп, пӳрнесене саркаласа аллӑма та суллатӑп.

Я тряс фуражкой, чтобы привлечь его внимание, махал растопыренными пальцами.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах Сӑпани ҫыран хӗррине, хыр вулли ҫумне пырса тӑчӗ те, авӑрланӑ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне хатӗр тытса, хӑйпе юнашар тата темиҫе патрон кӑларса хучӗ, унтан сасартӑк, сулахай алӑри вӑтапа пуҫ пӳрнесене ункӑласа ҫӑвара чикрӗ те, арҫурилле ши-и-и! шӑхӑрса ячӗ, пӑшалне хатӗр тытса, пуҫне аялалла усса, кашкӑрсем йӑваран тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Гранатӑна малтан мӗнле тыткаламаллине вӗренес пулать, пӗр запалпах пӳрнесене татса хурӑн.

Гранату еще изучать надо, одним запалом пальцы может пооторвать.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах пӑтасен вӗҫӗсем тул енне те, хӑвӑл ӑшне те тухмалла мар: шалтисем ҫиппине ҫаклатаҫҫӗ, тултисем пӳрнесене шӑйӑрма пултараҫҫӗ.

Гвозди, конечно, прибивают так, чтобы концы их не выходили во внутрь канала или наружу, они имеют обыкновение цеплять нитку и ранить руку.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Сасӑла йынӑшса яманни ҫеҫ, мӗнпур пӳрнесене пӗр харӑс шӑтӑртаттарманни ҫеҫ.

Только что не позволяет себе застонать вслух или захрустеть подряд сразу всеми своими белыми пальцами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чӑнахах та, ун килӗнче йӗни-кӑшкӑрни, пӳрнесене хуҫкаласа, канлӗх тупаймасӑр ҫӳҫе тӑпӑлтарни килӗшӳсӗр — кӑна ӑнланма та ҫук.

И в самом деле, в ее комнатах нельзя, всплескивая руками и обливаясь слезами, метаться из угла в угол, биться головой о стенку и вообще предаваться каким-нибудь необдуманным порывам.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мила ҫав тӗслӗхе манӑн алӑ тупанӗ ҫине хурасса кӗтнӗ пек, пӳрнесене сарса, алла ун енне темле, ухмахла, тӑсрӑм.

И даже глупо выставил вперед растопыренную ладонь, будто именно в эту ладонь Милочка должна была положить свой пример.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ун чух манӑн урари пур пӳрнесене те тӑм илчӗ.

Я себе тогда все пальцы на ногах отморозил.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ вӗсене: «урӑх ҫук ман», тесе юриех пӳрнесене сарса кӑтартрӑм.

Я нарочно руки раскрыл и им показывал, что больше нет.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫав мӑйӑр пӳрнесене хуратать.

От них пальцы чёрные.

Эпир колхоза каятпӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ.

Согнувшись над ручьём, запертым в деревянную колоду, под стареньким, щелявым навесом, который не защищал от снега и ветра, бабы полоскали бельё; лица их налиты кровью, нащипаны морозом; мороз жжёт мокрые пальцы, они не гнутся, из глаз текут слёзы, а женщины неуёмно гуторят, передавая друг другу разные истории, относясь ко всем и ко всему с какой-то особенной храбростью.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл пӗр утӑм аяккалларах сиксе тӑчӗ те, сасартӑк хӗрлӗ вут-ҫулӑм мана суккӑр туса пӑрахрӗ, ман пӳрнесене, сӑмсасене, куҫ харшисене ӗнтсе ячӗ; тӑварлӑ кӑвак тӗтӗм ачхулаттарса ӳсӗрттерме тапратрӗ; суккӑр пулса хӑраса ӳкнӗскер, эпӗ пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑраттӑм, салтакӗсем мана тачӑ ункӑ пек хупӑрласа илсе хӗпӗртесе хыттӑн ахӑлтатса кулатчӗҫ.

Он отодвинулся на шаг, и вдруг красное пламя ослепило меня, обожгло мне пальцы, нос, брови; серый солёный дым заставил чихать и кашлять; слепой, испуганный, я топтался на месте, а солдаты, окружив меня плотным кольцом, хохотали громко и весело.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех