Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнесен (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Куратӑн-и, Укаслу, — терӗ, — сан ҫине ҫӳлтен тапӑнаҫҫӗ пулсан, анкара ҫапла икӗ меслетпе тытма пулать: пуҫ пӳрне ҫӳлте, ун чухне пӳрнесен вӑйӗ пулни кирлӗ, е кача пӳрне анкар питлӗхӗ ҫинче, ун чухне алӑ сулӑмӗ вӑйлӑ пулни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мала тухса тӑчӗ, аллине вӑраххӑн ҫӗклерӗ те Эстебан дона куҫӗсенчен тӳп-тӳррӗн тинкерсе ун аллинчи чека туртса илчӗ — тӑваткал хутлам пӳрнесен хушшинчеччӗ.

Она выступила вперед, медленно подняла руку и, смотря прямо в глаза дон Эстебану, выхватила чек из руки, где он висел, удерживаемый концами пальцев.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Иккӗмӗш рет шутлӑ, тӗллевлӗ: тӑнлавран, ҫула май куҫсенчен лектереҫҫӗ пӳрнесен вӗҫӗсемпе, — касӑлса ыратать…

Сорт второй — расчетливая: концами пальцев в висок, стараясь задеть по глазу; режущая боль.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Шурӑ краскӑпа сӑрланӑ тата ылттӑн шывӗпе илемлетнӗ пӳлӗм хӑмисем ҫинче пылчӑклӑ пӳрнесен йӗррисем юлнӑ.

На перегородках, выкрашенных белой краской и украшенных золотым багетом, остались следы грязных пальцев.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Сахалтан та икӗ пин червонец ҫухалчӗ, пӳрнесен хушшинчен хӑйӑр пекех юхса тухрӗҫ, тесе шухӑшланӑ вӑл.

Две тысячи червонцев, не меньше, считал он, пропали, протекли сквозь пальцы, как песок.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Пӳрнесен сисӗмсӗр вылянчӑкӗ ҫеҫ — кӗсьене вунӑ-вунпилӗк тенкӗ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пантелей Прокофьевич темшӗн сӑхсӑхса илесшӗн пулчӗ, анчах та унӑн типсе кукӑрӑлкаласа ларнӑ пӳрнисем хӗрес палли хунӑ ҫӗртенех ҫурма ҫултан иртрӗҫ те хӑйсен шайне улӑштарчӗҫ: пуҫ пӳрне, хуҫи кӑмӑлне пӑхмасӑрах, ӑнсӑртран шӗвӗр пӳрнепе вӑта пӳрне хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ, вара ҫак пӳрнесен намӑссӑр тӗвви кӑвак чекменӗн тавӑрса хунӑ арки айне вӑрӑ пек шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ те, шалтан хӗрлӗ пуҫлӑ кӗленчене, пырӗнчен тытса, тулалла туртса кӑларчӗ.

Пантелей Прокофьевич хотел зачем-то перекреститься, но заскорузлые клешнятые пальцы, сложившись в крестное знамение и поднявшись до половины следуемого пути, изменили форму: большой черный ногтистый палец против воли хозяина нечаянно просунулся между указательным и средним, и этот бесстыдный узелок пальцев воровато скользнул за оттопыренную полу синего чекменя, а оттуда извлек схваченную за горло красноголовую бутылку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав шухӑшсенче Яков Лукич ун чухне хӑйне хӑй шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа мар, чесучаран ҫӗлетнӗ пиншак-шӑлаварпа, хырӑм урлӑ ҫакса янӑ ылтӑн вӑчӑрапа куратчӗ, ӗҫпеле хытнӑ алӑсем вырӑнне ҫеп-ҫемҫе те шап-шурӑ алӑсем пуласса, хытнӑ алӑсенчи пӳрнесен пылчӑкпа хуралса ларнӑ чӗрнисем сӗвӗнчӗк ҫӗлен тирӗ евӗрлех сӗвӗнсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ.

В думках тогда видел себя Яков Лукич не в шароварах из чертовой кожи, а в чесучовой паре, с золотой цепочкой поперек живота, не с мозолистыми, а с мягкими и белыми руками, с которых, как змеиная шкурка-выползень, слезут черные от грязи ногти.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрӗссипе, ку — ухмахланса хӑтланни ҫеҫ, мӗншӗн тесен юн — пур ҫӗрте те, вӑл пӳрнесен вӗҫӗсенчен те тумлать.

Собственно, это бесполезно, потому что кровь всюду, течет по лицу, каплет даже с кончиков пальцев.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех