Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнепе (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек чухне Зоя унӑн хӗлӗхӗсене пӳрнепе тӗртӗнкелесе пӑхнӑ, хӗлӗхӗсем вара макӑрнӑ та, кулнӑ та…

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Плана ҫын миҫе ҫултине пӑхса парас пулсан та йӑнӑшатӑн, Валентина тусӑм, — ӑна кӑкӑр тӗлӗнчен пӳрнепе тӗллесех малалла каларӗ Маша, — эсӗ вунҫиччӗре — сана ҫӗр ҫитмӗл деталь, санӑн аннӳ аллӑ пиллӗкре — ӑна вара, сан «идею» тӑрӑх, пилӗкҫӗр аллӑ деталь туса хатӗрлеме хушас пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем мана пуҫран ҫапсан та манӑн, культурӑллӑ ҫын пулас тесе, пӳрнепе те хускатас мар-и?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Стихван Шавлы, «Пӳрнепе тӗллесен» ятлӑ кулӑшла-сатирӑлла кӗнеки хыҫҫӑн, «Эс ялкӑштарнӑ ҫулӑм» ятлӑ пӗр ярӑм юрату сӑввисем ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кашниех пӳрнепе тӗллеме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫавӑнпа та вӑл кантӑкран пӳрнепе шӑкӑр-шӑкӑр! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пичче хӳттинче сана никам пӳрнепе тӗкӗнмӗ, сӑмах каласа питлеме хӑяймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Камран-камран вилнӗ хыпар килнине, кам-кам аманнине тукасран анаткаса ҫити пӳрнепе шутласа тухрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин ҫинчен салтак пӳрнепе тӗллесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем пире куҫран сурма, пӳрнепе кӑтартса кулма пултараймастчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах пӗлнӗ пулсан, вӗсем патне ура ярса пусмӑттӑм, пӳрнепе тӗкмен пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ма ман ҫине пӳрнепе кӑтартса кулас мар.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӑн ҫӳлте анасласа ларать», — тесе ман ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Енчен малашне те ҫапла иртӗнетӗр пулсан, Иванов юлташ, сирӗн суд тенкелӗ ҫине ларма та тивӗ, — терӗ Ирина каччӑна пӳрнепе юнаса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн мӑшӑрӗ ӑна «пӳрнепе те тӗкӗнмен» иккен, вӗсем «шӑкӑлтатса» ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Сӑмах патӑм ӗҫместӗп, тесе, Пӳрнепе эрехе тӗплесе!

Куҫарса пулӑш

Пӳрнепе тӗллесе // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

— Апла пулсан, ҫӗрре эпӗ пӳрнепе пӗрлех касса паратӑп, — сӑмах парать салтак.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑл авӑн ҫапакан ҫынсем ҫине пӳрнепе тӗллерӗ те: «Килӗр-ха, ачасем, килӗр» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир ӳстерен тӗлӗнтермӗшсем // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Граждан вӑрҫин ветеранӗ НКВД йӑлисене, ҫавӑн пекех ку тӗлӗшпе халӑх хывнӑ каларӑшсене аван пӗлнӗ: «НКВДна ҫӳремеҫҫӗ, унта илсе каяҫҫӗ», «Пӳрнепе НКВДна лекнӗ пулсан мӑй таран ҫыпӑҫса ларӑн», «Ҫӗпӗре хӑй ирӗкӗпе ҫӳремеҫҫӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата вӑл басмачсене еплерех йӗкӗлтенине астуса юлнӑ: сӑмса айӗнче пӳрнепе сӑтӑркаласа Буденныйӗн мӑйӑхне сӑнласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех