Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлсе (тĕпĕ: пӳл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем ӑна хаваласа пӳлсе илеҫҫӗ, Хветька сасартӑк куҫран пач ҫухалать те арпалӑхӑн тепӗр енче сиксе тухать.

Догнали, окружили, а Хветька вдруг с глаз пропал, потом выскочил за мякинницей.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун тӑрса ун ҫулне пӳлсе лартрӗ.

Шахрун решительно перегородил старику дорогу.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ачасем, пӳлсе илӗр хӗрсене ӑрам енчен.

А ну, ребята, перегородите-ка улицу.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ял ҫӳлелле урӑх хӑпарма пултарайман, мӗншӗн тесен ӑна пӳлсе, ҫула пат татса хӗрлӗ кирпӗч чиркӳпе кантур ҫурчӗ капланса ларнӑ.

Дорогу селу преградили церковь из красного кирпича и волостное правление.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Армак-чармак йывӑҫсем Пуҫӗсемпе суллаҫҫӗ, Нарспи иртсе пынӑ чух Ҫулне пӳлсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тата темиҫе кунтан икӗ енчи купасем ҫырма урлӑ пӗрлешмелле те ҫырмана пӳлсе лартмалла.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир ӑна ҫавӑнтах пӳлсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа ӑна тӳсӗмлӗн итлерӗ, ҫапах та, ку калаҫу нумая каяссине сиссе, пӳлсе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна тек калама памасӑр пӳлсе лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ялти тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, Ятман хӑйне итлет пулӗ тесе ун ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илкелетчӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна ҫын пур чух ытлашши калаҫнӑшӑн юратман Левентей тепре пӳлсе хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унтан вӑл Ятман тем ыйтма тӑнӑ ҫӗртенех ӑна пӳлсе каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ҫавӑнтах темиҫен пӳлсе каласа хучӗҫ:

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑҫан каятӑн? — ӑна пӳлсе ыйтрӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир воевода манӑн ҫула пӳлсе пире пурне те пӗтерсе тӑкасса ӗмӗтленнӗ-и?

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑнтӑрлахи ӗҫсем ҫинчен, Урасмет кампа-кампа вӑрҫни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ахтупай пирки калаҫрӑн-и эс? — ӑна пӳлсе ыйтрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй Альпи ҫулне пӳлсе пушӑт тӗркине хӑвӑрттӑн ун умне пӑрахрӗ, хӗре ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пырне тем кӑтӑклать унӑнне, тем чӑмакки сывлӑша пӳлсе ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах ҫула пӳлсе тӑракан вӗрлӗксем ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта каятӑр? — терӗ Захарьин воевода, хӑйӗн ҫӑмӑл киммипе ҫармӑссен ҫулне пӳлсе.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех