Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫер сăмах пирĕн базăра пур.
пӗҫер (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чух-чухшӑн пите пӗҫер, кӑт-кӑтикшӗн пӗҫер, — хӑйне хӑй лӑплантарать Мӗтри Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Эс арӑмсӑр арҫын, пӑтӑ пӗҫерме пӗлмелле — пӗҫер.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ шухӑша кӑна илетӗп, вӑл ҫавна пӗлсех тӑрать, — терӗ кукамай пӗррехинче, — иртнӗ кунсенче ҫапла кукӑль пӗҫерес тесеттӗм, вӑл вара: «Анчах сагӑ кӗрпипе ан пӗҫер. Ӑша ыраттарать вӑл», терӗ.

— Я только подумаю, а он уже знает, — однажды сказала она, — На днях задумала пироги печь, а он говорит: «Только не с саго. Это тяжело для желудка».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

9. Хӑвӑн валли тулӑпа урпа ил, тата лапчӑк пӑрҫа, тата ясмӑк, тата вир, тата пӑри ил, ҫакна пурне те пӗр савӑта яр, ҫакӑнтан ху валли ҫӑкӑр пӗҫер, миҫе кун аяку ҫинче выртмалла санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӑкӑр пӗҫер; ӑна эсӗ виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун ҫийӗн.

9. Возьми себе пшеницы и ячменя, и бобов, и чечевицы, и пшена, и полбы, и всыпь их в один сосуд, и сделай себе из них хлебы, по числу дней, в которые ты будешь лежать на боку твоем; триста девяносто дней ты будешь есть их.

Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2. тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3. вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр.

1. Вот что должен ты совершить над ними, чтобы посвятить их во священники Мне: возьми одного тельца из волов, и двух овнов без порока, 2. и хлебов пресных, и опресноков, смешанных с елеем, и лепешек пресных, помазанных елеем: из муки пшеничной сделай их, 3. и положи их в одну корзину, и принеси их в корзине, и вместе тельца и двух овнов.

Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗҫер, эппин.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ апатне тутлӑрах пӗҫер!

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв кӳр те чашӑк-тирӗк тирпейле, апат пӗҫер, — ларса канма та ерҫӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Васкарах пӗҫер, Петӗр, атту сӗлеке урнӑ йытӑнни пек юхать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Паян пӗрре апат пӗҫер хуть.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Эсӗ кукӑльсем пӗҫер, эпӗ кукӑр мӑйлӑ лаша тӑватӑп та хӳрине тӑратса чупакан йытӑ пулать, — кӑмӑллӑн пакӑлтатать Ҫемук.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тыррине эп хамах вырӑп, эсӗ кайса яшка пӗҫер, ачасене шыва кӗрт, выльӑхсене хуп.

— Да нет, я дожну, а ты ступай домой, свари яшку, детишек обиходь, скотину…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл йӳҫсе хӑпарнӑ чуста пек, кӑмакана ларт та икерчӗ пӗҫер!

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн тӳррӗн калас мар: ӑна-кӑна тата лешне-ҫавна пӑрах та, апла е капла пӗҫер те — юхтар кӑна иккӗлле пистоль.

Отчего бы не сказать прямо: возьми, мол, того-то и того-то, свари так и этак — и отливай двойные пистоли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Вара хуть пӑтӑ пӗҫер! — кӑмӑллӑн кулса ячӗ вӑл, пушӑ мина корпусне аллинче ҫавӑркаласа.

И тогда хоть кашу вари! — добродушно улыбнулся он, вращая в руках пустой корпус мины.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сухаланӑ ҫӗр хуп пек хытса ларать те, вара хуть те икерчӗ пӗҫер.

Заклекнет пашня черепком, хоть блины пеки.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Апла пулсан мамалыга пӗҫер! — терӗ Малиша.

— Тогда вари качамак! — сказал Малиша.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Паян иртерех пӗҫер те ротӑна ирхи апата валли пар ӑна», тет.

Нужно ее сварить и раздать роте на завтрак».

6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вара арӑмӗ ӑна ҫапла тума сӗннӗ: эсӗ ҫилӗм илсе пӗҫер те, ӑна ху ҫине сӗрсе тултарса, ҫӗрле пӳрт тӑррине хӑпарса лар, тенӗ.

Тогда жена посоветовала ему поступить так: купить клею, сварить его и, вымазавшись им, залезть ночью на крышу.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Пӗҫер, ҫунтар…

— Пропеки, прожги…

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех