Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкрех (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюксеница — Вологда облаҫӗн чи сивӗ вырӑнӗсенчен пӗри, хулари температура минимумӗ — 51. 3 градус, ку Аслӑ Устюгринчен (-49 градус) тата Вытегринчен (-49.4 градус) пӗчӗкрех.

Нюксеница — одно из самых холодных мест Вологодской области, минимум температуры в городе составляет −51.3 градусов, что ниже, чем в Великом Устюге (-49 градусов) и Вытегре (-49.4 градусов).

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

Хонсю утравӗ Аслӑ Британи утравӗнчен (Британи утравӗсем) кӑшт кӑна пӗчӗкрех.

Остров Хонсю чуть меньше острова Великобритания (Британские острова).

Хонсю // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 1%81%D1%8E

Светлана Павловна ҫак цифра малтан пӗчӗкрех пулнине аса илтерчӗ, анчах конкурс йӗркелесе укҫа перекетленине кура тата 14 лифта улӑштарма май тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Мускав панине туллин тенӗ пек ӗҫе кӗртнӗ, хамӑрӑн хыснарипе вара ку кӑтарту планланинчен пӗчӗкрех — 86% яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Кашни округ пӗчӗкрех административлӑ виҫе ҫине пайланнӑ: Гангток, Пакйонгпа Ронгли (Тухӑҫри Сикким), Намчипе Равангла (Кӑнтӑр Сикким), Манганпа Чунгтханг (Ҫурҫӗр Сикким), ҫавӑн пекех Гейзингпа Соренг (Анӑҫри Сикким).

Каждый из округов разделён на меньшие административные единицы: Гангток, Пакйонг и Ронгли (Восточный Сикким), Намчи и Равангла (Южный Сикким), Манган и Чунгтханг (Северный Сикким), а также Гейзинг и Соренг (Западный Сикким).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Пӗр-пӗр кит йышӗ ӳксен кит тытакансен тимлӗхӗ йӑрӑмлӑ китсен тепӗр пӗчӗкрех кит ҫине ӳкнӗ, кайран теприн ҫине.

По мере падения численности внимание китобоев переключалось на следующего по размеру полосатика, и так далее.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Унсӑр пуҫне, кун пек пушмак йывӑрӑшӗ самай пӗчӗкрех.

К тому же вес такого ботинка намного ниже.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пӗчӗкрех чухне тарҫӑсемпе пӗрле выртмана ҫӳретчӗ те, ҫавӑнтанпа лашасене юратакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хвекла, Хумкка пекех пӗчӗкрех хӑйпашка кӗлеткеллӗскер, куркине сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ӗҫсӗрлӗх чакни ҫакӑнпа та сӑлтавланнӑ-тӑр: вӑл паян 0,5% шайӗнче — ҫулталӑк каяллахинчен самай пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Дмитрий Иванович республикӑра инфляци 6,2% танлашнине ҫирӗплетрӗ — Раҫҫей шайӗнчи кӑтартуран /6,6%/ пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Анчах тӑхӑр округ кӑтартӑвӗсем республикӑри вӑтам шайран пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Шӗшкӗ мӑйӑрӗнчен кӑшт ҫеҫ пӗчӗкрех тумламсем чӳрече кантӑкӗнчен чуна хӑратмалла шаккаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Тамара чӗрҫи ҫинче Юманран пӗчӗкрех ача.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫаплах ӗненместӗн-и? — йӑкӑлт сиксе хӑпарать лешсенчен те пӗчӗкрех шӑркалчӑ салтак арки ҫине.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫула ҫитнисен йышӗнчен хутла пӗлекенсен шайӗ 27,4% пулнӑ, ку вӑл Бангладешри вӑтам кӑтартуран (43,1%) чылай пӗчӗкрех.

Уровень грамотности взрослого населения составлял 27,4 %, что значительно ниже среднего уровня по Бангладеш (43,1 %).

Динаджпур // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%83%D1%80

2008 ҫулта Квебекри ӗҫсӗрлӗх шайӗ 4,5%-па танлашнӑ, провинцирипе е патшалӑхри вӑтам кӑтартусемпе танлаштарсан ку шай чылай пӗчӗкрех (7,3% тата 6,6%).

В 2008 году уровень безработицы в Квебеке составил 4,5 %, что значительно ниже провинциального и национального среднего уровня (7,3 % и 6,6 % соответственно).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Иммигрантсем ҫав тери сахал пулнӑран вӗсен хушшинче ӗҫсӗрлӗх шайӗ (10%) Квебекпа Канадӑри ытти хуласенчен чылай пӗчӗкрех, апла пулин те ку кӑтарту вырӑнти халӑхӑннипе танлаштарсан икӗ хут пысӑкрах.

Из-за столь низкой доли иммигрантов уровень безработицы среди них (10 %) гораздо ниже, чем в других городах Квебека и Канады, хотя он вдвое выше, чем среди местного населения.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хула Монреальрен чылай пӗчӗкрех пулин те кунта Квебек парламенчӗ тата провинцин тӗп правительство аппарачӗ вырнаҫнӑ.

В городе расположен Квебекский парламент и основной правительственный аппарат провинции, хотя город значительно меньше Монреаля.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех