Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсенех (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ак, курса тӑрӑр, парад пӗтсенех фашистсем тустарма тухаҫҫӗ, — пӗлнӗ пек калаҫать Ылтӑн Петрукӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Лекци пӗтсенех тухса каятӑп», — тесе шухӑшларӗ вӑл, анчах шикленни ахалех пулчӗ: Сергей Николаевич лекци хыҫҫӑн хӑй тӳрех тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Чуп-чуп уйӑхӗ пӗтсенех тем амакӗ пулчӗ арӑма — кӑмӑлӗ йӳҫ кӑшман пек йӳҫӗхе пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Занятисем пӗтсенех тухса утатпӑр Ольӑпа: е вӑрмана, е парка каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӗҫ пӗтсенех, Парамун лашисене тӑварса урапа кӳлчӗ, фермӑран хӑпарнӑ дояркӑсем те ҫаврӑнса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Уроксем пӗтсенех, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла чупса киле таврӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Эс ан васка, вӑл вӑрҫӑ пӗтсенех таврӑнать, — йӑпатать ӑна Куҫма пичче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Спектакль пӗтсенех сцена ҫине вырӑс театрӗн режиссерӗ Гумельский хӑпарчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сцена ҫинче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех манса Детрей спектакль пӗтсенех курав залӗнчен ҫынсем алӑ ҫупнӑ май пуринчен те маларах чупса тухрӗ, кӗҫех телефон будкине вирхӗнсе кӗрсе Ева Страттона чӗнчӗ.

Совершенно забыв, что представляли на сцене, Детрей по окончании спектакля раньше всех выбежал из зрительной залы, сопутствуемый аплодисментами, и затворился в телефонной будке, вызывая Еву Страттон.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Юр кайса пӗтсенех ачисем ҫарран анкартие крахмал пуҫтарма тухнӑ, унран пашалу туса ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Кулӑшла тавлашу пӗтсенех Поп ман пата пырса тӑчӗ.

Поп, выждав, когда утих смешной спор, подошел ко мне.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпир Федьйӑпа уроксем пӗтсенех ҫавӑнталла вӗҫтертӗмӗр.

Мы с Федькой тотчас же после уроков понеслись туда.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Уроксем пӗтсенех килне чупнӑ пек вӗҫтерчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Уроксем пӗтсенех общежити еннелле хыпаланса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Вӑрҫӑ пӗтсенех театра каятӑп.

— Вот кончится война — пойду в театр.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Юр ирӗлсе кайса пӗтсенех уй-хир ӗҫӗ пуҫланнӑ.

Как только сошёл снег, начались полевые работы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Вӑрҫӑ пӗтсенех сулӑ юхтарнӑ ҫӗре каятӑп — шыв ҫинче ӗҫлеме ҫав тери ырӑ, — ӗмӗтленчӗ Ленька.

— Кончится война, пойду в плотовщики: на реке здорово, — мечтал Ленька.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ӗҫ кунӗ пӗтсенех, Ленька киле чупрӗ.

Едва дождавшись конца работы, Ленька тотчас же побежал домой.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пӑр кайса пӗтсенех, сулӑ юхтарма тытӑнатчӗҫ.

Чуть лед сойдет, так по полой воде и гонят.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Канмалли кун умӗн, занятисем пӗтсенех, киле тухса кайрӑм.

Перед выходным, сразу после занятий, пошёл домой.

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех