Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсен (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Фашизмпа реваншизма курайманнисем Федеративлӑ Германирен тухса тарса пӗтсен, унти сӑра подвалӗсенче каллех ҫӗнӗ фюрер ҫуралӗ, ӑна вара чӑрмантаракан никам та пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Смена пӗтсен хӗрсем пӗр ҫӗре пухӑнса ларчӗҫ те хӑйсем паян мӗн чухлӗ ӗҫленине шутлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑрҫӑ пӗтсен Николай Егоровичсен чаҫӗ ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Темле плансем тӑватчӗҫ, тавлашатчӗҫ, кулатчӗҫ, вара уроксем пӗтсен ушкӑнпа тухса каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӗркунне хирти ӗҫсем пӗтсен, тӑватшар-пилӗкшер лашапа колхоз кӗлечӗсенчен тырӑ тиесе хӑйсен пӳлмисене пушататчӗҫ колхоз ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гранатӑсем пӗтсен, Макаров сержант хӑйӗн салтакӗсене вӑрманалла чакма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирти ӗҫ пӗтсен тин ӑна килне яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Персонал кайса пӗтсен вара сыхлавҫӑ — хуҫа.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ӑнланма пулать: иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен илсе хунӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ватӑсем вилсе пӗтсен, паян тута ҫинче чӗчӗ сарриллӗ ҫамрӑксем нимӗн те пӗлмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫырмасем урлӑ каҫса пӗтсен, аллинчи сумки пӗчӗкех маррине кура самай ывӑннӑскер, канса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Уроксем пӗтсен Иван Алексеевичпа Анна Петровна хулран тытӑнсах килнелле утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Концерт пӗтсен, артист культура ҫуртӗнчен тухнӑ та хваттер еннелле васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Кино пӗтсен, Раман Анютӑна хӗрарӑмсен баракӗ умне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Юман пӗтсен чӑваш пӗтет» тесе ахальтен каламан пуль.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑвашӗ пӗтсен, пӗтӗм тӗнче пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа мар-и вара, «юман пӗтсен, чӑваш пӗтет» тесе каланӑ пирӗн ватӑсем!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сӑвӑсене сӳтсе явасси пӗтсен, Лиза хӑех Виктор патне пынӑ та вӑл тӗрӗс шухӑшлани ҫинчен, вӑл тухса калани ӑна питӗ килӗшни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрҫӑ пӗтиччен те, вӑрҫӑ пӗтсен те пӗр ҫыру та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирле, лару пӗтсен те, нумайччен пукан ҫинчех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех