Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аса илтӗм тени ытла тӗрӗсех те пулмарӗ-ха ку, мӗншӗн тесен Аликов сӑмахӗсем ман ӑшран самантлӑха та кайса пӗтмерӗҫ, чӗрене чӗпӗтсех тӑчӗҫ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫук, вилсе пӗтмерӗҫ, ҫав-ҫавах ӗрчеҫҫӗ шӑшисем.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Ку асаилӳсем Ятман ӑс-пуҫӗнче хӑйсем тӗллӗнех ҫуралчӗҫ те ҫаран патне ҫывӑхах ҫитмесӗр те сӳтӗлсе пӗтмерӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Пилигрим» ҫапӑнса арканнӑ хыҫҫӑн та вӗсен терчӗсем пӗтмерӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗтмерӗҫ те вӗсем, аяккинерех ҫеҫ пӑрӑннӑ пек пулчӗҫ те, малта пире ирхи ытармалла мар мерчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку сӑмахсем вара никам кӑмӑлне те килсе пӗтмерӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1