Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсенех (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркунне авӑн ҫапса пӗтерсенех ял ҫыннисем сӳс тӳме тытӑнатчӗҫ вӑрҫӑччен.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫне ӗҫлет-ха, ҫичӗ класс пӗтерсенех конюха вырнаҫрӗ, халӗ те ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шкул пӗтерсенех Коля ялтан тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑтам шкул пӗтерсенех пуҫа килсе чикрӗм те…

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл шкул пӗтерсенех хулана вӗренме кайма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫумласа пӗтерсенех икӗ ҫырма пуҫне лартнӑ хунавсене сыхлама каятпӑр, — тет учитель.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа хӗрсем тепӗр кунне те, ӗнесене суса пӗтерсенех, хире васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таисия Хрситофоровнӑпа Николай Иванович иккӗшӗ те 7-мӗш класс пӗтерсенех «Слава» хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

— Ман савни жалоба парса пӗтерсенех, атте мана ик енчен иккӗ ҫутӑлтарса ячӗ те: «Халех авланатӑн! Паянах! Эп хам ӗмӗр тӑршшӗпех ҫынсем умӗнче ыр ятлӑ пулнӑ, сана та хамӑрӑн хушамата варалама памастӑп!» терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

…Юрласа пӗтерсенех Альбина ман пата хӑвӑрт утса пычӗ те вӗри аллипе манӑн алӑран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӗннине туса пӗтерсенех ӑна пӑсмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗвелесе пӗтерсенех вара Шыврине парне кӳрӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арман пӗвине шыв тата-тата кайсан вара ҫӗнӗ пӗве туса пӗтерсенех ҫӗрле пӗр-пӗр хӗре вӑрласа каяҫҫӗ те ҫыхса шыва ывӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ аван астума кирлӗ, диссертаци ҫырса пӗтерсенех, группа руководительне патӑн та, киле тухса кайрӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кӗтерук та Анукран юлмасса ӗненсе, ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен шухӑшӗсене каласа пӗтерсенех: — Ҫук, Анук мар! — терӗ ҫирӗппӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл ӗҫсене туса пӗтерсенех ҫветтуйсене хуҫа арӑмне ӑҫта та пулин илсе кайма йӑлӑнса кӗлтурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витине купаласа пӗтерсенех чӳречесем тӑррипе сарлака та лутра саспаллисемпе: «Коммунизмла ӗҫ бригади тунӑ» тесе ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Укҫине Ваҫҫа кӑҫал кӗттермерӗ: тыррине вырса пӗтерсенех пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя, хайхи, задачине шутласа пӗтерсенех, хӑмине тепӗр май ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех