Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтернӗскере (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кольӑна, вӑтам шкулне те аран-аран пӗтернӗскере, студент кӗнекине алла илме ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Бахвалов, темиҫе ҫӗр беженеца мобилизациленӗ те, пулеметсемпе сыхланса, Царицын енне каякан ҫула, казаксем пӑсса пӗтернӗскере, Белая Калитвана ҫитиех юсаса пырать.

Бахвалов, мобилизовав несколько сот беженцев, под охраной пулеметов восстанавливал разрушенный казаками путь по царицынской ветке до Белой Калитвы.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Аникей Борисовича, хӗнесе пӗтернӗскере, илсе килчӗҫ, те.

Скажи: Аникея Борисовича избитого привезли.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӗнесе пӗтернӗскере ҫыхса пӑрахнӑ та машина ҫине лартнӑ.

Избитую, связанную, её бросили в грузовик.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Халӗ тархасшӑн мӗскӗн хӗре, хӑвӑн гусарусем хӑратса пӗтернӗскере, лӑпланма пар.

А теперь, ради бога, успокой бедную девушку, которую гусары твои перепугали.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Алексее, хӑйӗн патронӗсене йӑлтах персе пӗтернӗскере, чӑннипех те хӗҫ-пӑшалсӑр юлнӑскере, нимӗҫсен тӑватӑ самолёчӗ ҫавӑрса илнӗ те ниҫталла пӑрӑнма та е ҫаврӑнса тухма та памасӑр, хӑйсен аэродромӗ еннелле илсе кайнӑ.

Алексея, расстрелявшего все боеприпасы, фактически безоружного, обступили четыре немецких самолета и, не давая ему ни вывернуться, ни уклониться с курса, повели на свой аэродром…

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вунҫиччӗри хӗре, тӑван ялти шкула лайӑх пӗтернӗскере, унтах историпе нимӗҫ чӗлхине вӗрентме хӑварнӑ.

Семнадцатилетнюю девушку, на отлично закончившую школу в родной деревне, оставили преподавать историю и немецкий язык.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех