Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтермесӗр (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах институт пӗтермесӗр пӗрлешмен вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вунӑ класс пӗтермесӗр килтен кӑлармарӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрӳ Хӗветӗр ӑшра тулнине ҫиеле кӑларса пӗтермесӗр лӑпланакан йышши мар иккен, пӑчка аллине илсен те ҫаплах Ҫтаппана хӑртрӗ-ха вӑл:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пирӗн хӗрсем ӗҫе юратаканскерсем, ҫине тӑруллӑскерсем, пуҫланӑ сете туса пӗтермесӗр киле каймаҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнать Светлана Суркова.

— Наши девочки трудолюбивые и упорные, пока не завершат начатую сеть, не уйдут домой, — включается в разговор Светлана Суркова.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Эсӗ куна ӑнланаяс ҫук, анчах эпӗ Лизӑпа мӗн пулни ҫинчен пӗтӗмпе итлесе пӗтермесӗр тухса кайма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лашманов калас сӑмахне каласа пӗтермесӗр щитокне тӑхӑнчӗ те пӑрӑнса утрӗ, анчах, Турунов чӗннине илтсе, пӗр-ик утӑм тусанах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Концерт пуҫлансан, пӑхса пӗтермесӗр те пӑрӑнса каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса пӗтермесӗр кил пирки пит шухӑшласах каймалла мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрине уҫсах калаҫасшӑнччӗ Сима Тамарӑпа, анчах тем чарса тӑчӗ ӑна, тантӑшӗ ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каланине те итлесе пӗтермесӗр, Ларисӑпа пӗрле тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Ӗҫ старик аллине лекрӗ пулсан, вӑл ӑна пӗтермесӗр пӑрахмастех. Кур-ха ӑна, мӗнле тӑрӑшать, ҫав пӑхӑр татӑкӗсемсӗр пуҫне тӗнчере урӑх нимӗн те курмасть тейӗн!»

«Уж поскольку работа попала старику в руки, он ее не оставит. Гляди-ка, весь так и ушел в эту медь!»

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тиек Теней мӗн каланине ӑнланса пӗтермесӗр унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсе пӗтермесӗр ямастӑп, — ал тупанӗ ҫине ҫапса уҫрӗ эрех кӗленчин пӑккине Анна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Унӑн Петӗр калавне итлесе пӗтермесӗр тухас килмест.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Касса пӗтермесӗр никам та каймастчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫуртырри вырса пӗтермесӗр те манӑн Катя патне кайма пушӑ вӑхӑт пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килне ӳсӗр таврӑнсан та Каҫҫан пичче яланхи ӗҫне туса пӗтермесӗр нихҫан та ҫывӑрма выртман.

Даже когда приходил домой пьяным, дядя Касьян никогда не ложился спать, не закончив дела.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем нимӗнле ҫӗр пӑхма та кайман иккен, Хуракасси хупахне ҫитнӗ те Яка Илле парса янӑ укҫана ӗҫсе пӗтермесӗр те тухман.

Оказывается, они не ездили ни на какие «смотрины земли», а пьянствовали в Хурагасах в кабаке на деньги, которыми ссудил их Илле.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ӗҫе туса пӗтермесӗр тепӗр ӗҫ илес мар, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манӑнне пӗтермесӗр вӗсенне ан тытӑн, — тимӗрҫӗ патӗнчен пӑрӑнса кайнӑскер, тӗпелтен хуравларӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шел, эп пулсан, вӗренсе пӗтермесӗр каймӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех