Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтермелле (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр туса пӗтермелле пулнӑ, анчах хута ярайман объектсен шутӗнче министр Шупашкар округӗнчи Ҫатракассине шывпа тивӗҫтермелли тытӑма, Шӑмӑршӑ больницин газ котельнӑйне асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫак списокра кӑҫал кӑна туса пӗтермелле пулнӑ 19 ФАП, Ҫӗрпӳре хӑмла ҫитӗнтерекенсен микрорайонӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Строительство ӗҫне пуҫлама ятарлӑ паллӑ чул хурса хӑварнӑ, палӑка кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ҫурҫӗр Рейн-Вестфали ҫӗрӗн правительство планӗсемпе килӗшӳллӗн кивӗ администраци схемине 2012 ҫулхи административлӑ реформӑна ирттерсен пӗтермелле.

Согласно планам земельного правительства Северного Рейна — Вестфалии старая административная схема должна быть ликвидирована в результате административной реформы 2012 года.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Ҫӗрулми кӑларса пӗтермелле, хӗвелҫаврӑнӑшӗ пур-ха тата.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫӗпех пӗтермелле памаҫҫӗ вӗт сана.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ хӑвна ху староста вырӑнне шутласан, кунашкал киревсӗр ӗҫсене тӗпрен пӗтермелле!

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васкаса-чупса тӗрмешнӗрен йӗп-йӗпе тара ӳкрӗм, каҫчен тиесе пӗтермелле, ҫула тухмалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Лука Павӑлчӑн завода хӑвӑртрах туса пӗтермелле те пенсие каймалла.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗтермелле сан ҫав усал шухӑша, тасалмалла унран.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫмелле ӑна, янтӑ япалана, пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗншӗн хӑвна ху пӗтермелле?

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хура тӑпраллӑ ҫӗр ҫинче тырри-пулли те йӑтӑнса пулнӑ, ҫӑмарта пек ҫавра, тутӑ выльӑхсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ӗрӗхсе ҫӳренӗ, чӑтлӑхлӑ вӑрмансенче тискер кайӑксемпе тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк никам тытса пӗтермелле мар ӗрченӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ҫак йӗркене мӗнле пӗтермелле, тӗрӗс ҫулпа мӗнле пыма тытӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малтан чавса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палӑртнипе килӗшӳллӗн объекта кӑҫал хӑпартса пӗтермелле.

По планам, строительство объекта должно завершиться в этом году.

Ҫӳп-ҫап сортлакан комплекс хута ярӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/epir-tata-ut-ant ... ar-3436003

«Ҫак тупӑшлӑ бизнеса пӗтермелле», - тесе каланӑ Радий Фаритович.

Радий Фаритович подчеркнул, что «этот прибыльный бизнес надо уничтожать».

Радий Хабиров эрех-сӑра законсӑр суту-илӳ тӑвакансене облавӑсем тума сӑмах панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3410755

Вӑл ҫапла сӗннӗ: 1) хура пӳртсене пӗтермелле — тӗтӗм алӑкран мар, мӑрьерен тухтӑр: 2) ҫынсене кил-ҫурта таса тытма хӑнӑхтармалла; 3) весӗн апачӗ тутлӑрах та сӗтеклӗрех пултӑр; 4) хресченсем меллӗрех тумтир тӑхӑнса ҫӳреччӗр, ҫумӑрта ан йӗпенччӗр, сивӗре ан шӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗн ҫивиттин пӗр пайӗ сиенленнӗ, ӑна та туса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Ку эрнери сӗнӳ - тахҫанхи ӗҫсене тимлӗ туса пӗтермелле, ӗлӗкхи туссем патне шӑнкӑравламалла, хальлӗхе ҫӗннисене шырамалла мар.

Этот период советует — сейчас лучше всего внимательно доделать старые дела, обзвонить старые контакты и пока что, не приступать к поиску новых.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех