Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫлесе тупнӑ пур-ҫук укҫине тӗрӗ ҫиппи илсех пӗтеретчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл хӑй таварне ытла та час сутса пӗтеретчӗ, ӑна укҫалла ҫеҫ мар, супӑньпе, краҫҫынпа е эрехпе улӑштаратчӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан колхоз техники каллӗ-маллӗ ҫӳресе урама урӑм-сурӑм чавса пӗтеретчӗ.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Кулленхи ӗҫне пӗтеретчӗ те килне каятчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тытса читлӗхе хупман пулсан ман кӑвакарчӑнсен ҫӑмартисене йӑлтах вӑрласа ӗҫсе пӗтеретчӗ, эпӗ вара Вадима нимӗн те параймастӑм.
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Хаврук, ав, ӗнисене ҫур сехетрех суса пӗтеретчӗ, Хӗветле — пӗр сехетре.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Агнис кӗнӗ чух Улька пӑлтӑр урайне ҫуса пӗтеретчӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Капитан кӗнӗ чух унӑн пулӑшуҫи, тӗтӗм ӑшӗнче анкӑ-минкӗленнипе каютӑри пукансенчен ҫапӑнса унталла-кунталла кумса ҫӳрекенскер, улттӑмӗш сигара туртса пӗтеретчӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ман умра бронзӑран тунӑ темӗн пысӑкӑш идол мӑкӑрлса тӑчӗ, эпӗ ун ҫине пӑхса шухӑшласа лартӑм: пурӑнатчӗ ҫӗр ҫинче пӗччен ҫын Яков, пӗтӗм чунхавалӗпе турра пӗтеретчӗ, халӗ ахаль вилӗмпех вилчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вележов таврӑннӑ чухне вӑл кӑвакал ҫунаттине ҫисе пӗтеретчӗ ӗнтӗ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ватӑ Пью, суккӑр тӑрса юлсан, парламентри лорд пек ҫулталӑка пин те икҫӗр фунт укҫа пӗтеретчӗ.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл хобочӗпе хӑйӑр кӑларатчӗ те, унпала пуҫне тата ҫурӑмне сӗрсе пӗтеретчӗ, унтан хобочӗпе шыва сапма пикенетчӗ.Он доставал хоботом со дна песок, обмазывал им себе голову и спину, бил хоботом по воде.
Ҫӗр те ҫирӗм ултӑ булка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пӗри мана чутах ҫыртса ҫурса пӗтеретчӗ; эпӗ унран аяккалла тапса сикрӗм, анчах ӳкрӗм те урана кантӑкпа кастартӑм.Одна чуть не загрызла меня; я отскочил от нее, но упал и порезал ногу стеклом.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Амӑшӗ ун чух институт вӗренсе пӗтеретчӗ, ҫавӑнпа кашни кунах лекцисем итлеме ҫӳретчӗ.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Аслӑ ывӑлӗ амӑшне йӗрӗнсе хӗрхеннӗ пек пӑхатчӗ, унпа пӗччен юласран пӑрӑнса ҫӳретчӗ, пӗччен юлсан вара, амӑшӗ ӑна арӑмӗ ҫинчен жалобӑсем парса пӗтеретчӗ тата укҫа ыйтатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрӑм сӑвва вунӑ хут каласа, кӗтӳҫ ачи ҫулсемпе анасем тӑрӑх ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳретчӗ, пушмак тӑхӑннӑ тейӗн, хӑмӑшсене чӗрӗ тӑшмансем вырӑнне хурса, вӗсене хулӑпа хаяррӑн ҫапа-ҫапа ӳкеретчӗ: пӗрре сулсах вӑл тем чухлӗ тӑшмана пӗтеретчӗ, йывӑҫлӑ яла та, Морава леш енчи сӑртсене те, ун куҫӗ умӗнче мӗн пуррине пурне те ҫӗрпе танлаштарасшӑн пулнӑ пек, аллипе сулатчӗ те сулатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уроксем хатӗрлеме вӑхӑт нумай пӗтеретчӗ вӑл, анчах та хӑйне майлӑ тӑватчӗ: вӑл «шпаргалкӑсем» хатӗрлетчӗ.На уроки он тратил много времени, но по-своему: он готовил шпаргалки.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак ҫын хӑй ӗҫлесе тупнӑ укҫине пӗтӗмпех ыйткалакан арестантсене парса пӗтеретчӗ тет.Человек этот весь свой заработок тратил на подаяние арестантам.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
«Тепӗр чух ҫав тери пӑскӑртма тытӑнатчӗ, хутсене те урай тӑрӑх сапаласа пӗтеретчӗ, кӑшкӑрса тӑкатчӗ.«Бывало, задаст такую баню, и бумаги все по полу разбросает, и раскричится.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хӑйӗн лекцине пӗтеретчӗ те, кам та пулин шӳт туса ҫапла хушса хуратчӗ:
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
- 1
- 2