Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереймест (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак мелшӗн Ҫинахван Рамана мухтаса пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл халь те ҫавӑнтах ларать тесе калаҫҫӗ ҫынсем, пулла тытса пӗтереймест тет.

Говорят, Миша до сих пор там сидит и никак не выловит всю рыбу.

Ылтӑн пулӑ ҫинчен юмахри пекех // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/354

Халь те тӗлӗнсе пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Сайра хутра туртасса турткаласа ларать ҫав та Тимуш вӑтӑр саплӑклӑ купӑсне, анчах кӗвви-ҫеммине кӳрсех пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Туса пӗтереймест вӑл икӗ столовӑя пӗр уйӑх хушшинче.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Туса пӗтереймест, Тарас Поликарпович, туса пӗтереймест, — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ ӑна Григориу.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк-ха вӑл, хӗрӳ, ӑна-кӑна ӑнлансах та пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе хутчен ҫапла ӑнсӑртран тӗл пулман ӗнтӗ вӗсем — ялан Пинер темӗскер каласшӑн, анчах сӑмахне ни каласа пӗтереймест, ни тӗл пулма пӑрахаймасть.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Цэрнэ старик ҫав тери ӑста мастер — анчах ку вӑхӑтчен те вӑл тӗреклӗ те тулли пит-куҫлӑ ачан сӑнне туса пӗтереймест.

Старик Цэрнэ такой замечательный мастер — и вдруг столько времени оказывается не в состоянии выбить на меди лицо здорового, веселого ребенка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та тин чӑвашланнӑ ҫыннӑн пуплевӗ тӗрӗсех мар тухать, йӑнӑшсем те мӑй таран сиксе тухаҫҫӗ, шухӑш тӗшшине те вӑл нумай чух каласа пӗтереймест.

На самом деле речь человека, который недавно начал учить язык получается коревой, ошибок пруд-пруди, и главную мысль он часто трудно понять.

«Чӑвашла вӗренме пуҫлакансен чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри…» // Хавал. https://t.me/cv_haval/475

Калать-калать, ниепле те каласа пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Анне вӑл час вуласа пӗтереймест, — терӗ Аркаша, фуфайкине тӳмелемесӗрех алӑк патнелле утса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Туссем, — пуҫлать хӑна, анчах каласа пӗтереймест, сӑмси кӑтӑкланнипе пичӗ-куҫӗ пӗрӗнет, вара вӑл ал тутрине кӑларса ҫӑварне хуплать пулин те, пӗтӗм урам илтӗнмелле сунаслать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Турхан патӗнче мӗнле хӑна пулнине Иливан тӗпӗ-йӗрӗпе астуса та пӗтереймест — ӗҫнӗ, ҫинӗ, калаҫнӑ та пуль, ҫур ҫӗр тӗлӗнче киле ҫитсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире те итлемест вӑл, тутар княҫӗсене те юраса пӗтереймест, ҫавӑнпа та кашнинчех Хусантан хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл кӑнтӑрласӑр виҫсе пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Хӑй пек ҫынна ҫеҫ ӑнланса пӗтереймест.

Единственно, чего он не может, — это до конца понять такого же человека, как он сам.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн каласси пур, аван хӑтланать аслӑ князь: вӗсене хӑех пӗрне утлӑ ҫар воеводи, тепӗрне кимӗсемпе анакан ҫар воеводи туса хурать, ҫавӑнтах шанса та пӗтереймест иккен, айккинчен сӑнаса тӑма хушать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫавӑн пек инҫетри хулана мӗншӗн кайнине ӑнкарсах пӗтереймест Иштерек, анчах тӗкӗрҫӗсем унтан час таврӑнманни ӑна шиклентермеллипех шиклентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кутемер пуянӗсене вара Тимуш шанса пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех