Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтеймест (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн чипер пикипе юнашар пуҫне каҫӑртса пынӑ ман пирӗн наҫилкка ҫине чӑх куҫ ернӗ ҫын пек пырса кӗчӗ те, ҫавӑнтанпа чӗре ниепле те вырӑнне ларса пӗтеймест, — хаш! сывласа ячӗ, пуҫне лӑнк усрӗ хуп-хура куҫли.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗвел ниепле те ушкӑн-ушкӑн хура-хӑмӑр пӗлӗтсен тыткӑнӗнчен тасалсах пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗх ӗҫе ҫитрӗ пуль, ниҫта та йӗркеллӗ вырнаҫса пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ула Тимӗре халӗ арӑмӗн куссине куснӑ чухнехи пек антихрист теме ҫук ӗнтӗ, анчах унӑн Турра ӗненӗвӗ те ача чухнехиллипе танлаштарсан ҫӳп-ҫапран сӑвӑрса тасатман тырӑ евӗр ҫеҫ: ку тӗлӗшпе вӑл ниепле те вӑл-ку иккӗленӳрен хӑтӑлса пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑр пуҫне пӳлӗмре йӗклентерекен духи шӑрши ниепле те сӗвӗрӗлсе пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Халӗ саккунӗ хытӑ теҫҫӗ те, ҫук пуль ҫав, ун пекех пулса пӗтеймест пуль ҫав, — ассӑн сывласа илчӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь акӑ, Виталипе ун пек-кун пексем ҫинчен калаҫкаларӗҫ те — ӗнтӗ тем пулса иртет Августинӑпа — ҫӗрне те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть, шухӑшлас шухӑшӑн вӗҫне те тухса пӗтеймест.

А теперь вот перекинулись с Виталием парой слов — и что-то творится с Августиной — не спит ночами, мается от непонятного беспокойства.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шел те, вырӑс чӗлхиллӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре кӑшт-кашт чухлакан хӑшпӗр ҫынсене пула вӗренӳ кӗнеки ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли тухса пӗтеймест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех