Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркенсе (тĕпĕ: пӗркен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана хам чӗнсе калаҫасшӑнччӗ, Ҫимун, ху килнӗшӗн тавах, — сӑмах пуҫларӗ Архип Григорьевич, пуканӗ ҫинче кӗрӗк пӗркенсе лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка, тухса кӗрем-ха тесе, вырӑн ҫинчен тӑчӗ, кӗрӗк пӗркенсе тулах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырма тӑрӑх пӑшал сасси янӑраса кайсанах, Кулюкка, кивӗ кӗрӗк пӗркенсе, картишне тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшпӗрисем, юмах итлеме юратаканнисем, ашшӗ-амӑшӗсен кивӗ кӗрӗкӗсене пӗркенсе, Хура Ҫимун тавра пуҫтарӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хӑш-пӗр чухне каҫхи апат ҫимесӗрех, фуфайкӑпа пӗркенсе, хыт сак ҫинчех ҫывӑрса каять.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Шикленсе кӗрӗк пӗркенсе лармалла мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Лесник пӳрчӗ хыҫӗнчи чӑрӑш тӑррисемпе выляса, уйӑх майӗпен имшер ҫутине пӗве тӗкӗрӗ ҫине сапалать, сулӑ ҫинче салтак бушлачӗ пӗркенсе ларакан Тамарӑна питрен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗтри ҫапла пӗр хушӑ хӑй ӑссӗн калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ҫийӗнчи пӗчӗк пиншакӗпе пӗркенсе, кӑштах «пуҫ тӗкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ларать вӑл ҫапла хӑй пӳлӗмӗнче халат пӗркенсе — ҫав-ҫавах пӗчӗк тусӗ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӗл кунӗнче, сивӗре, Кивӗрех кӑна пӳртре, Ҫӗтӗк сӑкман пӗркенсе, Йӗрет арӑм куҫҫульпе.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, икӗ кӗрӗкпе пӗркенсе выртаканскер, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те: — Кӗтсе ывӑнтӑм ҫана, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тутӑрне пӗркенсе, тӗлпулу хистесе Кӗтейетчӗ мана сар пике!

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

— Эп сана хам сӑмаха каҫхинех каланӑ, — терӗ Зина, утиялне пуҫ ҫинченех пӗркенсе.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑрманта ҫӗр каҫнӑ, хирте, ҫил ҫинче сӑхманпа пӗркенсе ҫывӑрнӑ, мӑрсапа пӗрле Хусан тулашӗнче эрни-эрнипе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрлехи сӑн-сӑпата куҫӑм ан куртӑр тесе, Палюк мучин тӑлӑпӗпе пуҫ ҫийӗн пӗркенсе выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Вӑл хура пальто, яка тирлӗ хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хул хушшинче лапсака шурӑ тӑлӑп, Анастасия Александровна, шаль тутри пӗркенсе, ачасем патнелле пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче, кивӗ аҫам пӗркенсе, карта хӗррине лаша кӑкарма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Темиҫе йӗкӗт «кураксене» тум-тир пӗркенсе хӑратма вӑрманалла утрӗҫ.

Несколько парней решило напугать бедолаг надев одежду и они отправились в лес.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӑлтӑра кӗрсе ҫитӗпе пуҫ ҫинченех пӗркенсе выртать те вӑл уҫҫӑн та ирӗккӗн сывласа ярать.

Вернется вечером с хоровода, нырнет с головой под одеяло и наконец-то начнет дышать свободно.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урам ҫурхи тӗттӗм каҫ чатӑрне тата хытӑрах туртса пӗркенсе, шӑпах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех