Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркеннӗ (тĕпĕ: пӗркен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтанпа вара мана хура тутӑр пӗркеннӗ карчӑк Америкӑри аслӑ ҫулсем тӑрӑх хуллен кӑштӑртатса утса ҫӳренӗ пек, вӑл кашни хирӗҫ пулакан ҫыннах хӑйӗн хурлӑхлӑ историне каласа панӑ пек туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вилтӑпринчен инҫех те мар йӑлтах хура тумтир тӑхӑннӑ, хура шел тутӑрӗ пӗркеннӗ карчӑк тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗртакран ҫенӗкрен каркаланса кӗрӗк пӗркеннӗ Кулюкка тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем хушшинче Иван шур халат пӗркеннӗ ҫар ҫыннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек, Степнов ун ҫумӗнчен хӑравҫӑ мулкач пек пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ешӗл тум пӗркеннӗ Аслӑ ҫеҫен хир.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тутӑр пӗркеннӗ хӗрарӑм Завьялов хыҫҫӑн утса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапларах ҫырчӗҫ ӗнтӗ Петр Васильевич ҫинчен хаҫатсенче ҫав ҫулсенче, чӑннипе вара вӑл ун чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пекрех хӑтланнӑ: Карсаков вӑхӑтсӑртарах вилнӗ хыҫҫӑн «Сельхозтехникӑра» ӗҫлекенсем Петр Васильевич ҫине чалӑшрах пӑхма, пуршӑн-ҫукшӑнах чӑкӑлташма пуҫланӑ, ҫавна хӑйӗнчен маларах унӑн ҫывӑх юлташӗ — шкулта пӗр класра вӗреннӗ Ярабаев сиснӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗррехинче хайхискер анкартинчи шап-шурӑ тутӑр пӗркеннӗ улмуҫҫисем айӗнче уҫӑ сывлӑшпа киленсе эрех ӗҫсе ларнӑ чух кӗтмен ҫӗртен ҫапла лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек хӑтланнӑ ӗнтӗ Упандиров.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте тӗксӗм хура каҫ виткӗҫӗпе пӗркеннӗ те, вӗсенчен кашнине халӗ хапи-калӑпӗ тӑрӑх ҫеҫ уйӑрса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Выртать Ула Тимӗр, анчах хӑй канӑҫ та тӑнӑҫ «тӑлӑпӗпе» мар, «сехре те мехре кӗрӗкӗпе пӗркеннӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Качча каякан хӗрсем пӗркенчӗк пӗркеннӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫул курки тултарса ӗҫме тӑнӑччӗ кӑна — алӑк уҫӑлчӗ те, пурте шаль тутӑрӗ пӗркеннӗ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашсен авалхи йӑлипе Лукарье шурӑ пӗркенчӗкпе пӗркеннӗ те, хӗр йӗрри йӗрсе, туя пынӑ ҫынсене сӑра ӗҫтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗсене хура тутӑр пӗркеннӗ хыткан карчӑксем, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫлӑ типшӗм стариксем, суккӑр-чӑлахсем, ача-пӑча…

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Алттыш тӑлӑппа пӗркеннӗ те ҫывӑрса пырать халь.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех