Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ, 3. израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ; 19. ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ халӗ ху салтак иккенне ман, эсӗ халь — пӗчӗк ача, пӗрер утӑмӑн, пӗрер утӑмӑн утма вӗрен, малтан костыльсемпе, унтан стенасенчен тытса, унтан туяпа.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
11. Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Валак вара Валаам каланӑ пек тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.30. И сделал Валак, как сказал Валаам, и вознес по тельцу и овну на каждом жертвеннике.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ӑна хурал тӑракан вырӑна, Фасги тӑвӗ тӑррине, илсе кайнӑ, унта Валак ҫичӗ парне вырӑнӗ тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ Валаампа тӗл пулнӑ, Ӑна [Валаам] каланӑ: эпӗ ҫичӗ парне вырӑнӗ турӑм, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳтӗм, тенӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Валак Валаам каланӑ пек тунӑ, Валакпа Валаам вара кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; 3. Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; 4. ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; 5. Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 3. ху патӑнтан ҫынсем яр, вӗсем Эпӗ Израиль ывӑлӗсене парас ҫӗре, Ханаан ҫӗрне, пӑхса килччӗр; хӑйсен ашшӗсен йӑхӗнчен пӗрер ҫын — пӗрер пуҫлӑх — ярӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑшӗсен, чӑн та, пӗрер мӑшӑр ырханкка вӑкӑр пур ӗнтӗ, анчах нумайӑшӗн вӗсем те ҫук, ытларахӑшӗн ӗнесемпе ӗҫлеме тивет.Есть, да и то не у каждого, какая-то пара зас…, а то все больше на быках, у каких сиськи.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Художникӗ пӗр каҫ анчах мар унпа аппаланса ларнӑ пулас, мӗншӗн тесен арҫын гимназипе хӗрарӑм гимнази учителӗсем пурте, семинаринчи учительсем, чиновниксем пурте пӗрер экземпляр илнӗ ҫавна.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Унта вӗсем яланах нумайӑнччӗ; ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑскерсем, ҫурма-выҫӑскерсем, хӗвел ҫутинчен хӑраканскерсем, вӗсем ҫак шӑтӑк-шатӑк ҫуртра тӑманасем пек пурӑнатчӗҫ, пире, Коноваловпа иксӗмӗре, хапӑл тусах кӗтсе илетчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл та, эпӗ те, пекарньӑран тухас умӗн, пӗрер каравай шурӑ ҫӑкӑр илеттӗмӗр, ҫул май пӗр чӗрӗк эрех, ывсӑ тулли «вӗри апат» — ӳпке-пӗвер, чӗре, хырӑмлӑх туянаттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерсе, мана мӗн-мӗн тумаллине хутран-ситрен ҫеҫ пӗрер сӑмахпа хушса, васкарӗ те васкарӗ…Коновалов, нахмурив брови, изредка кратко бросал мне односложные приказания и торопился, торопился…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кӑна эп хам та, пӗрер самантлӑх ҫут тӳпене ҫӗкленейсессӗн, тӗппипелех пӗлме пултарӑп.А я ведь мог бы узнать все это, взлетевши в небо хоть ненадолго.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫунатусем сана тен ҫӗклӗҫ, вара каллех пӗрер самантлӑх тӳпе ытамӗнче ас пурӑнӑн!»Быть может, крылья тебя поднимут и поживешь ты еще немного в твоей стихии».
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫын епле сухаланине куратӑн та шухӑшлатӑн: акӑ вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӗр ҫине пӗрер тумламӑн тумлатсах пӗтерет, унтан ҫӗре кӗрсе выртать те ҫавӑнтах ҫӗрсе каять, тетӗн.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.