Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗччӗ (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлӗ ҫеҫ юлсан, вӑл вилнине пӗлтерӗччӗ

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнине тесен, анне тӳрех пӗлтерӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки асӑрхаттарса хӑварнисене аса илсе: — Инҫетри ҫулта, ют ҫынсем хушшинче, мӗн тус-йышӗ пултӑр пирӗн? Тата унашкал ҫынсем пулӑшнипе чиперех ҫӳресен, хӑй ҫинчен пӗр сӑмахпа та пулин пӗлтерӗччӗ ӗнтӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна йышӑнсан, унӑн ытти сӗнӗвӗсене те йышӑннине пӗлтерӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлана кӗнӗ ӗҫӗ ӑнманни ҫак каҫ тата ҫӗр усӑсӑр ҫухалнине пӗлтерӗччӗ.

Без этого привычного действия он считал бы ночь окончательно потерянной во всех смыслах.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Вӗсемпе театр умӗнче тӗл пуласси, вӗсен тӗлӗнӗвне курасси, — ҫак тӗлӗнӳ вара вӑл, Тиррей, вӗсене пӗтӗмпех парӑннине, вӑл вӗсене иленмеллипех иленнине пӗлтерӗччӗ, — вӗсем хумханса ӳкесси, тен, ӗмӗрлӗх те хӗрӳ туслӑх ячӗпе унӑн аллине хыттӑн тытса чӑмӑртасси, — ҫак уйлану халӗ йывӑр чир пек иксӗлми.

Мысль встретить их у театра, представляя их изумление, которое скажет им все об его преданности и привязанности к ним, — взволнует, быть может, и заставит крепко, в знак вечной, пламенной дружбы, сжать его руку — приняла болезненные размеры.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫапла теветкелленни пушӑ бухтӑна таврӑнма е, кӑштах ӑнӑҫсан, «Фитиль» хӳрине горизонтра ҫеҫ курма тивессе те пӗлтерӗччӗ.

Рискнувший на это рисковал также вернуться к пустой бухте или в лучшем случае увидеть на горизонте тыл «Фитиля».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Иккӗмӗш, хӑш-пӗр ҫӗрте халӑх тӑшманла ҫынсене суйласан, вӑл вара пирӗн агитациллӗ ӗҫ тӳсме ҫук начаррине, эпир ҫавӑн пек намӑса чӑн та тивӗҫлӗ пулса тӑнине пӗлтерӗччӗ; эпир хамӑрӑн агитацилӗ ӗҫе большевикла туса пырсан, халӑх хӑйӗн аслӑ органӗсене тӑшманла ҫынсене кӗртес ҫук.

Во-вторых, если народ кой-где и изберет враждебных людей, то это будет означать, что наша агитационная работа поставлена из рук вон плохо, и мы вполне заслужили такой позор, если же наша агитационная работа будет итти по-большевистски, то народ не пропустит враждебных людей в свои верховные органы.

V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

Ак, кӗрӗччӗ те вӑл картишне, хӑпарӗччӗ те картлашкапа, уҫӑччӗ те алкум алӑкне, пӳрт алӑкне, ҫутӑ ҫутса ярӗччӗ те — тӗлӗннӗ Андрей Васильевича «ку эпӗ, эпӗ килтӗм», тесе, сӑпайлӑн, вӑтанӑҫлӑн пӗлтерӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малашне те хӑй шухӑшнех тытса пыни Гвозденпа пӗр шухӑшлӑ пулнине пӗлтерӗччӗ.

Если он и дальше станет настаивать на своем мнении, это будет означать, что он с Гвозденом заодно.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ хама хам ҫапла калатӑп: ман евӗрлӗ ҫын пӑртак та пулин хӑй ҫӑлӑнассине шансан, вӑл ӑсран тайӑлнине пӗлтерӗччӗ, ҫавӑнпа ӗмӗте пӗтӗмпех ҫухатсан авантарах пулӗ!» тетӗп.

Я говорил себе, что если бы я в моем положении мог сохранить хотя бы тень надежды, это было бы признаком сумасшествия, и что лучше было бы совершенно потерять всякую надежду!

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тап-таса, ҫветтуй ҫын вӑл, эпӗ уншӑн кӗлтӑватӑп, пӗтӗмпех каласа кӑтартни вара — ӑна вӗлернинех пӗлтерӗччӗ.

Это святой человек, я молюсь на него, и открыть ему все — значило бы убить его.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ку вара эпӗ тахҫан пурӑнни ҫинчен, райра пулни ҫинчен маннине пӗлтерӗччӗ

Это значит забыть, что я когда-то жил, был в раю…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех