Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтермешкӗн (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ак халӗ, — тет барон, — сана Хыпар эп хатӗр пӗлтермешкӗн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку эрне хӑвӑрӑн шухӑшсене пуҫлӑха пӗлтермешкӗн ӑнӑҫлӑ.

Период благоприятен для того, чтобы продвигать свое идеи перед начальством.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫлӑха хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтермешкӗн аван тапхӑр.

Период благоприятен для того, чтобы продвигать свое идеи перед начальством.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кимӗпе ӑсатрӗ вӑл ӑна Пӗлтермешкӗн хӑйӗн ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Михалана телеграммӑпа пӗлтермешкӗн Хӗветӗре почтӑна ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Йӑмӑкӑм мана мӗн те пулин пӗлтермешкӗн ыйтмарӗ-и?

— Моя сестра не поручила вам передать что-нибудь?

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунта тепӗр хуг пӗлтермешкӗн вӗсем ытла та киревсӗр.

Они были слишком гнусны, чтобы их повторять здесь.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Акӑ вӑл ман пирки пӗлтермешкӗн Браун пӳлӗмне кӗчӗ; кӗтсе темиҫе минут иртрӗ.

Прошло несколько минут ожидания, пока он, доложив обо мне, появился из кабинета Брауна.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Фильс сӑпайлӑн пуҫ тайрӗ, эпӗ вара вӑл мӗн каланине лайӑх ӑнлантӑм, анчах ҫак ӑнланӑва пӗлтермешкӗн вӑйлӑ та ҫыхӑнуллӑ сӑмахсем тупаймастӑп, эпӗ тӗпсӗр е ахрӑмсӑр, тӗтреллӗ те шурӑ пушӑлӑхалла самантлӑх тӗмсӗлтӗм.

Фильс корректно раскланялся, а я хорошо понял сказанное им, но для выражения этого понимания нет сильных и стройных слов; я словно заглянул в белую, дымчатую пустоту без дна и эха.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Чӗр куҫҫине аллисемпе тытнӑ та айккинчен айккинелле сулланать; вӑл темшӗн ҫав тери куляннине кура Грифит хӑй кунтине пӗлтермешкӗн кирлине туйрӗ.

Охватив руками колено, он раскачивался из стороны в сторону с таким мучительным выражением, что Грифит почувствовал необходимость назвать себя.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Анчах эпир сан патра пулни ҫинчен пӗр ҫынна та пӗлтермешкӗн сӗнместӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурал станцинчи ҫынсене хӑйсем вӗҫме тытӑннине пӗлтермешкӗн, Райтсем ялав ҫӗкленӗ.

Райты подняли, как было условлено, маленький флаг, чтобы члены команды спасательной станции знали, что братья собираются испытывать машину.

24. Малтан Вильбур вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Гретхен пит хӳхӗм, кӑвак куҫлӑ сарӑ хӗр, ытлашши нумай калаҫма юратмасть, тарӑн шухӑшлӑ та ӑслӑскер; эпӗ ӑна ҫав тери хӗрӳллӗ, ытла та савса юратнине пӗлтермешкӗн авалхи нимӗҫ чӗлхинче килӗшӳллӗ сӑмах та тупса калаймастӑп.

Гретхен была очаровательная блондинка, с голубыми глазами, с несколько твердым характером и серьезным складом ума; но это ничуть не уменьшало ее любви ко мне; что касается меня, я обожал ее, если только это понятие существует в старогерманском языке.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах та пӗлтермешкӗн ирӗк парсамӑр: майӗ ҫуккӑ унпала ниепле те!

Только позвольте вам доложить: никакой с им возможности нет.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун пек пулӑшаканни, — кам иккенне пӗлтермешкӗн те вӑхӑт ӗнтӗ, — тухтӑра чи малтанхи хут хупсассӑнах Марко бая вӑрттӑн пулӑшма пултарнӑскер, ватӑ бей арӑмӗ пулчӗ (вӑлах пулма кирлӗ иккенне Ровоама хаджи пӗррехинче каҫхи кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра тӗшмӗртсе илес пек шухӑш тытнӑччӗ).

Этим союзником, — пора уже нам назвать его, — тайно помогавшим Марко освободить доктора и после первого ареста, была (как правильно догадалась однажды Хаджи Ровоама посреди вечерней молитвы) жена старого бея.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗлтермешкӗн малтан ӑна хурахсен аллинчен ҫӑлмалла, — шӑппӑн каларӗ Женя.

— Чтобы она узнала, ей надо быть с нами, — тихо сказала Женя.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ун ҫумне тата хамӑнне хушатӑп, хам кӑмӑлпа шухӑшӑма пӗлтермешкӗн тата тӑватӑ сӑмах кӑна вырнаҫать.

Я прибавляю к нему свой — и для того, чтобы выразить всё, что я чувствую и думаю, остаётся четыре слова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳрессе те ҫывӑрнӑ пек ҫӳрекен пулчӗ, ыйӑхран вӑрансан та ак ҫакна пӗлтермешкӗн ҫеҫ: «Тлакскаланцӑсем пархатарлӑ ҫул суннӑ хыҫҫӑн, Кортес тухса кайрӗ те тата темиҫе кунтан инксен йышлӑ халӑхлӑ столицине пырса кӗчӗ», темешкӗн ҫеҫ вӑранать тейӗн ҫав.

Она ходила какая-то сонная и просыпалась, кажется, только для того, чтобы сообщить, что «сопровождаемый добрыми пожеланиями тлакскаланцев, Кортес выступил в поход и через несколько дней вступил в многолюдную столицу инков».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнпа прокурор хайхи йӗркесӗрлӗхе кӑклани ҫинчен пӗлтермешкӗн ятарлӑ электрон ресурсӗ кирлӗ тесе шутлать.

Поэтому прокурор считает, что для информирования о пересечении упомянутого беспорядка нужен отдельный электронный ресурс.

Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05

4. Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ.

4. Пилат опять вышел и сказал им: вот, я вывожу Его к вам, чтобы вы знали, что я не нахожу в Нем никакой вины.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех