Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерессине (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ҫул каҫ курнӑ телӗк мӗне пӗлтерессине чухлаттарма юмӑҫ патне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унпа усӑ курни ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тӑвассине самай чакарӗ, тырпул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшӗ», - тенӗ Посол Вӑрнарти завод продукцийӗ пирки Угандӑн ял хуҫалӑх министерствине пӗлтерессине палӑртса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn

Вӑл хӑйне вигвама мӗншӗн чӗннине пӗлнӗ, анчах Шурӑ Кашкӑр ачана ят хунине хисеплесе ирттерекен ӗҫсем ҫинчен пӗлтерессине хӑйӗн парӑмӗ тесе шутланӑ.

Он знал, зачем пригласили его в вигвам, но Белый Волк считал своим долгом еще раз сообщить о предстоящей церемонии.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫак ӗҫ авторӗсем каланӑ тӑрӑх, ытти социаллӑ йышӑнусене илес пулсан, калӑпӑр, пӗтӗмӗшле локдаун пӗлтерессине е чикӗсене хупнине, вӗсен япӑх тата лайӑх енӗсене пӗлес тесен уйрӑммӑн тӗпчеме тивӗ.

Что касается других социальных мер в борьбе с пандемией, таких как всеобщий локдаун и закрытие границ, их плюсы и минусы надо изучать отдельно, сказали авторы работы.

Ӑсчахсем маска тӑхӑннин усси пысӑк пулнине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30279.html

Эпӗ уйрӑммӑнах Украинӑри Иккӗмӗш фронт ҫинчен пӗлтерессине тимлӗн итлетӗп; ҫак фронт ҫарӗсем тӑшман оборонине татса, Румыни территорийӗ тӑрӑх ӑнӑҫлӑн малалла кайса пыраҫҫӗ.

Я особенно внимательно слушаю сообщения о 2-м Украинском фронте: войска фронта прорвали оборону противника и успешно продвигаются по территории Румынии.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Халь Капуйӑна кайма васка: эпӗ ҫав ҫын сирӗн кавар ҫинчен консулсене пӗлтерессине чарма пултараймастӑп, чарма та тивӗҫлӗ мар.

А теперь поспеши в Капую: я не могу и не должен помешать Метробию отправиться к консулам и разоблачить ваш заговор.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӑш-пӗрисем, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, кун йӗркине пӗлтерессине кӗтмесӗрех, тӳрех кӑтӑш пулаҫҫӗ.

Прислонившись к соседу, многие сразу же засыпают, не дожидаясь оглашения повестки дня.

3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пӗлесчӗ сирӗн вӑл мана мӗнешкел вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен пӗлтерессине!

Доверяет свою тайну, такую важную,

Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Ӑна ҫӗклесе кайнӑ чухне халӑх тухтӑрсем мӗн пӗлтерессине сывламасӑр кӗтсе тӑнӑ.

Затаив дыхание, со страхом ожидали приговора докторов тысячные толпы народа.

34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Саша, хӑй ҫинчен мӗн те пулин пӗлтерессине Наташа кашни кунах кӗтсе пурӑнчӗ.

Наташа каждый день ждала, что Саша напомнит о себе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Халӗ хӑйне Макар мӗн пӗлтерессине вӑл чухлать пулмалла ӗнтӗ.

Она, наверное, уже догадывалась о том, что сообщит ей сейчас Макар.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ун чухне ҫав мӗне пӗлтерессине пӗлмен те, халӗ куртӑм ӗнтӗ», — терӗ.

А я тогда, конечно, не понял, к чему бы это, зато теперь понимаю.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

9. Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн; 10. эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ.

9. И сказал Моисей и священники левиты всему Израилю, говоря: внимай и слушай, Израиль: в день сей ты сделался народом Господа Бога твоего; 10. итак слушай гласа Господа Бога твоего и исполняй [все] заповеди Его и постановления Его, которые заповедую тебе сегодня.

Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех