Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлменнине (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлменнине суйма пултараймастӑп, пӑяхам, — сӑрине ӗҫме хистерӗ Таттуҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тавӑҫрса илеймерӗ пулсан, нимӗн те пӗлмест-ха Михха. Ҫынсем каласа париччен хам ӑнлантарса пани аванрах», — тесе шухӑшларӗ те Михха пӗлнипе пӗлменнине ӗненесшӗн ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтупа общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫрӗ: ҫамрӑксем аслисене хисеплеме, вӗсем асӑрхаттарнине шута-вырӑна хума пӗлменнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй тӗллӗн вара каҫсерен Ваҫиле ял ҫыннисем вӑл кашкӑрсемпе мӗнле тытӑҫнине, хирте утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнине, иккӗмӗш кунне фермӑра хуралҫӑпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнине, «Красный пахарь» колхоз председателӗ ӑна лартса кайнине, хӗрарӑм Суслонгерта лагерьти ӗҫкӗҫ-майора сӑмакун ӗҫтернине пӗлменнине аса илсе чунтан ахӑлтатса кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Володя Ольӑна куҫ илмесӗр сӑнарӗ, вӑл хӗре темле питӗ кирлӗ те лайӑх сӑмах каласшӑн пулнине, анчах калама пӗлменнине Оля хӑех ӑнланса илессе шанса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пекех ачасем пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ячӗсене пӗлнипе пӗлменнине тӗрӗсленӗ.

А так же проверить, знают ли дети название овощей и фруктов.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... un-3382917

Тӑраканни тӑрать, лараканни ларать, Алиса вӗсене халиччен илтменнине, пӗлменнине каласа пачӗ те — илтсе-пӗлсе тӗлӗнчӗҫ, хытсах кайрӗҫ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хайхискер каллех эпӗ пурӑнма пӗлнипе пӗлменнине тӗрӗслерӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Хӑвӑр пӗлменнине редакцие ҫитичченех ҫырмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Учительсем Аня пӗлменнине час-часах каҫаркалатчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл тӑлӑх ҫеҫ мар, икӗ шӑллӗне пӑхса усратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Микула, сӗтел ҫинче эрех пуррине курсанах, Анука ӑнӑҫлӑ сутнӑшӑн ӗҫнине, вӗсем хӗрӗ ӑҫтине пӗлменнине тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа панӑ, пӗлменнине калама пултараймастпӑр! — тата ҫирӗпреххӗн татса хучӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлменнине вӗренмех тивет, — Казаков пуҫӗпе сулса ҫынсене Степанов ҫинелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урӑх чӗлхесене пӗлмен, пӗлме те кирлӗ мар текенсем мӗнле пулнӑ — ҫаплипе тӑрса юлаҫҫӗ, ҫӗнӗ чӗлхе(сем) вӗренекенни улшӑнать, ӑнланманнине ӑнланма тӑрӑшать, пӗлменнине пӗлме васкать; вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшпе пуянланать.

Те же, кто утверждает, что не знают другого языка и знать не желают, как были глупцами, таковыми и останутся. А тот, кто освоил чужой язык, меняется умственно, стремится постичь непостижимое, понять непонятное.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар унӑн, Янтулӑн, вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлменнине чӗрипе туйса калаҫӑва савӑнсах урӑх еннелле пӑрчӗ таркӑн.

Яндул понял, что Михабар ровным счетом ничего о нем не знает, и с радостью поддержал разговор.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Санра вӑл ху курманнине те курать, ху пӗлменнине пӗлет.

Она ведь в тебе видит и знает даже то, чего ты сам не видишь и не знаешь.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лашасене тыткаласси ҫинчен калама Левентей Симуна сӑмах пачӗ —калатӑр хытӑрах, вӑл кам йӗнерчӗк хума тата урхалӑх ҫыхма пӗлменнине кашни кунах курать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӗренетӗн, Павел Николаевич, пӗлменнине манран ыйтӑн, — хӑйӗнни ҫинех тӑчӗ Лукьянов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аллах хӑйӗн пирӗштийӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ эсир пӗлменнине те пӗлетӗп тенӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хула йӗркине пӗлменнине кӑтартас мар тесе, Марье Антонина Павловнӑна пулӑшма чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех