Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тем, паян санӑн хуҫусем пурте намӑса пӗлекенскерсем пулчӗҫ, — йӗкӗлтеме пӑхрӗ тӑрнаккай хуралҫӑ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӳрӗ чунлӑ та сӑмаха ҫирӗп тытма пӗлекенскерсем вӗсем.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тукай ятне илтсен лешсем пӗр-пӗрин хушшинче тем пӑшӑлтатса илчӗҫ (вӗсем, пурне те шӑршласа пӗлекенскерсем, Тукай кунта мӗншӗн килнине сиснӗ те пулас ӗнтӗ), ун хыҫҫӑн тин аскерсенчен пӗри Булат Ширин палатине кӗрсе кайрӗ.
10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мангул тутарӗсем, уҫӑ хирте пит чаплӑ ҫапӑҫма пӗлекенскерсем, вӑрмана кӗме хӑрарӗҫ.
Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пурте ҫамрӑкчӗ ҫав, ҫитменнине вӗсем, хӗрлисем кунтан ытла аякрине пӗлекенскерсем, тыткӑнри ҫынсем тарма пултараҫҫӗ тесе шутламастчӗҫ курӑнать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пастуховпа Кобеляцкий разведчиксем, хулана пӗлекенскерсем, унта ӗҫлеме тытӑннӑ.Разведчики Пастухов и Кобеляцкий, как знающие город, стали там работать.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫаксем пурте Фоман асне картӑннӑ, ӑна вӗсем умӗнче йӑлтах аптратса янӑ, — мӗнле-ха вӗсем, турӑран ҫырлаху килессе ӗненме пӗлекенскерсем, этемсем тӗлӗшпе ҫав тери хытӑ чӗреллӗ? — тесе суйланнӑ вӑл.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пеккисем пуринчен ытла ӗҫсе — тӳпелешсе ҫӳрекенсем, пӗтӗмпех парӑма путнӑскерсем, ирӗккӗн сарӑлса пурӑнас кӑмӑлне тултарайманскерсем пулнӑ, е тата пурнӑҫа курайманнисем, фехтовани ӗҫне лайӑх пӗлекенскерсем пулнӑ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сыхланма пӗлекенскерсем, хӑвӑрт ҫӳрекенсем, кӗтмен ҫӗртен хирте сиксе тухса ҫавнашкалах пӗр йӗрсӗр ҫухалса, яланах пӗлсе те пӗр йӑнӑшсӑр, ҫав тери ӑста ҫапӑҫнӑ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
— Ку тӗрӗс, анчах эпир ӑна кайран пӗлтӗмӗр-ҫке, ун чухне тавҫӑрайман, пирӗн пуҫа нимӗҫсем ҫавӑрнине: сехечӗ вӑхӑтра пек, вулакансен сассисем те пӗлекенскерсем пек.
«Правда» номерӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 39–45 с.
Ялти ачасем, хохолсен айванрах шуйттанне те, ултавҫӑ вӑпӑр карчӑкӗсене те лайӑх пӗлекенскерсем, хӑйсем те мӗн астунӑ пеккисене пурне те каласа паратчӗҫ, вара ҫавнашкал вӑхӑтсем пит шавлӑ иртетчӗҫ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Арауканинче молухсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем чилиецсемпе пӗр ӑруран тухнӑскерсем, питӗ хастарлӑ та хӑйсене хӑйсем мухтавлӑ тытма пӗлекенскерсем.Населяют Арауканию молуи — родственное чилийцам гордое и мужественное племя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑш-пӗрисем вара, Чарткова ӗлӗкренпех пӗлекенскерсем, унӑн малтанах уҫҫӑн курӑнса тӑракан таланчӗ мӗншӗн ҫухалнине ӑнланса илме пултараймарӗҫ, вӗсене ҫын пултарулӑхӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен пӗтсе ларни тӗлӗнтерчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ватӑ салтаксем, ҫак вӑййӑн чӑкӑлтӑшне ҫирӗп пӗлекенскерсем, кун пек чухне тӳрех: «Парӑн! Император государьтен хӑйӗнчен приказ илмесӗр те пӑшала никама пама нимле тивӗҫӗм ҫук», — тавӑрайрӗҫ ҫеҫ, сассисене юри ӳстерсе, сиввӗн.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кандов вара, чӳречерен карӑна-карӑна тухса, хӑй ирӗклӗхне никам та чарма пултараймасть тесе, урнӑ пек кӑшкӑрашрӗ те, юлташӗсем ӑна, хай тӗрӗк влаҫӗсен йӗркине пӗлекенскерсем, хӑйсене унран лӑпкӑрах тыткаларӗҫ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем те, ҫак тӗлӗнмелле, аран ҫеҫ хускалакан виҫӗ ураллӑ этем хӑйсене нимӗнле сиен те тӑваяс ҫуккине пӗлекенскерсем, вӑл ҫывхарнӑ чух аяккалла вӗҫсе тарман, ирӗксӗртереххӗн ҫеҫ ҫул хӗрринчен сиккелесе пӑрӑннӑ та, пуҫӗсене ун еннелле ҫавӑрса, хура шӑрҫа пек куҫӗсемпе унран тӑрӑхланӑ пек пӑхса юлнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1