Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрханать (тĕпĕ: пӑшӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Этем чӗри пекех савӑнать те, хумханать те, пӑшӑрханать те.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Усал ӗҫе тытӑнмарӗҫ-ши? — пӑшӑрханать карчӑк.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ытла ирсӗрле хӑтланатпӑр — касса, ҫӗмӗрсе, сӑрса хӑваратпӑр, хамӑр хыҫҫӑн тасатмастпӑр, — тесе пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗн тума ярса тытнӑ-ши вӑл ҫав чула? — пӑшӑрханать Нинук.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пуричен ытла Антон пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Староста та пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа пӑшӑрханать хӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ахӑртнех, ача пит хӑраса ан ӳктӗр тесе пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Людмила Николаевна Петрова нумай пулмасть пирӗн коллектива хутшӑнчӗ, вӑл кашни сӑмахшӑн пӗтӗм чун-чӗререн пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

«Перцовка ма ӗҫрӗм-ши паҫӑр?» — пӑшӑрханать вӑл, хӑйне самаях ӗшенчӗклӗн туяканскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Елен вара кӗске вӑхӑт хушшинчех нумай ача тума тӳр килнӗшӗн пӑшӑрханать текен сас-хура пур.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Амӑшӗ те пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах чӗре пӑшӑрханать те пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑхатӑп та ун ҫине, нимӗн те пӗлейместӗп: савӑнать-ши вӑл эпӗ килнишӗн е пӑшӑрханать?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ чирленӗшӗн питӗ пӑшӑрханать хӑй.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Пӗтрӗм. Мӗнле асӑрхамарӑм пулать-ха. Эх, ҫав ҫӗрулмипе кӗрмешсех намӑс курмалла пулчӗ иккен», — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тукай пит пӑшӑрханать тет.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай курчӗ: ывӑлӗ чунтан пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анне яшка сивӗнсе каясран пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех