Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑлтатсан (тĕпĕ: пӑшӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑллӑ кил хуҫи мӑшӑрӗ, шапӑлти Алиме, карчӑк пулсан та, пӑрчӑкан пек ҫамӑл ҫӳрекенскер, Шерккей килнине малтанах асӑрхаманччӗ пулас, Кантюк, ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатсан ҫеҫ, чи кайран килсе ҫитнӗ хӑна патне пычӗ те: — И-и, тупата, Шерккей килнӗ-ҫке пирӗн пата? Кураймарӑм та вӑхӑтра… Мӗнле ҫӳреҫҫӗ-ха ҫемйӗрсем? Сайте тата мӗншӗн килмерӗ?.. — текелесе, алӑ тытрӗ.

Радушная хозяйка дома — жена Кандюка Алиме, несмотря на возраст, порхает как трясогузка, впопыхах, видать, и не заметила, когда в доме появился новый гость — Шерккей, когда же Кандюк шепнул ей об этом на ухо, она тут же подлетела к Шерккею, защебетала: — И-и, тубада, я и не видела, как ты пришел, Шерккей! Как твои домашние, все ли живы-здоровы? А Сайде что ж не пришла?

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах Разметнов ӑна хӑлхаран: «Эсӗ, Ипполит пичче, халӑха чуна тивекен сӑмах кала-ха…», — тесе пӑшӑлтатсан, старик пуҫне пӑркаласа илчӗ.

Но когда Размётнов шепнул ему на ухо: «Ты бы, дядя Ипполит, сказал народу что-нибудь этакое, чувствительное…» — старик упрямо мотнул головой.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…

Теперь, когда Челкаш шепнул «кордоны!», Гаврила дрогнул: острая, жгучая мысль прошла сквозь него, прошла и задела по туго натянутым нервам, — он хотел крикнуть, позвать людей на помощь к себе…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех