Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑлтатрӗ (тĕпĕ: пӑшӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апуҫ куҫне хӗссе купӑс ҫине пӑхса кӑшт шухӑша путрӗ, хӑйпе хӑй калаҫнӑн пӑшӑлтатрӗ: «Купӑс пур…»

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Никам та илтме пултарманнине ӗненсен тин Тина ҫывӑхне пырса шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ку хӗрачасӑр авантарах, хӑюллӑрах пулӗ сана… — пӑшӑлтатрӗ ӑшри ют этем.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Пуҫ ыратмасть-и, хӑта? — Ҫимунӑн хӑлхи патне кармашса, пӑшӑлтатрӗ ыйхи уҫӑлса ҫитеймен Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку та ачине сутнӑ пуль-ха манӑн карчӑка, — пӑшӑлтатрӗ Хумкка, паҫӑр пытарнӑ чӳлмеке туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Районти мӗнпур колхозниксем патне ҫак ӗҫсене вӑхӑтлӑ туса ирттерме чӗнсе ҫыру ҫырсан та аван пулмалла! — юнашар ларакан Мария Тимофеевнӑна хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗр Маркела хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ те, Маркел тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ну, халь кала: уруна мӗн пулчӗ, Ҫӗпритун? — пӗшкӗнсе пӑшӑлтатрӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Турӑ пулӑшатех, — пӑшӑлтатрӗ Ҫӗпритун, ури ҫине тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Хамӑн шухӑшпа, юратупа, ӗмӗтпе унӑн тӗлӗкне пырса кӗресчӗ манӑн, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, хӑлхара, таҫта шалта илтӗнекен кӗвӗпе пӗчченех пӑркаланса ташланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Маркел, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, кӗлет умӗнчен пӑрӑнса, — ҫын кӗлетне ял Совечӗсӗр кӗрейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйтарса хӑварӑп, — тата шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сан телее, Куҫма килте пулмарӗ, — пӑшӑлтатрӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӑхран мар, ҫара ҫерҫирен ҫав, — пӑшӑлтатрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юмӑҫ Укань, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, йӑмра айнелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Яр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ сана ӗмӗрне манас ҫук, Хӗветӗр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, шӑпӑртатакан куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак сана хурал, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, урапасем патне ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Петӗр, Петӗр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, качча ҫаннинчен туртса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан хӑра… — пӑшӑлтатрӗ Роза, хӗрелсе кайнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех