Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑлтататӑн (тĕпĕ: пӑшӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн пӑшӑлтататӑн? — йӑл кулса ҫавӑн пекех хуллен сӑмах хушрӗ Ванюш.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн пӑшӑлтататӑн эсӗ, мӗн пытарса тӑратӑн? — ыйтрӑм анӗ Виктортан, вӑл театрти пек хӑтланнӑран.

— Почему ты шепчешь и таишься? — спросил я, взвинченный его театральными приемами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Машинӑсемпе пулса иртнӗ историе эпир пӗлетпӗр, ахалех унта пӑшӑлтататӑн!

История с машинами нам известна, зря ты там шепчешься!

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эсӗ мӗн пӑшӑлтататӑн унта? — тесе ыйтнӑ Сократ Иванович.

— Ты что там шепчешь? — спросил Сократ Иванович.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Хӑвӑн сӑмсу айӗнче ҫеҫ пӑшӑлтататӑн, пухура сана хунарпа шыраса та тупма ҫук пулсан, мӗнле пролетариат-ха вара эсӗ?

Какой же ты к черту пролетариат, если только в кулак шепчешь, а на собрании тебя с фонарем надо разыскивать?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн пӑшӑлтататӑн эсӗ унта, ват супнӑ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Хлопуша.

— Что ты там шепчешь, старый хрыч? — закричал Хлопуша.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех