Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнса (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫухха аппа патне кайса пуҫ ҫавӑрттарӑттӑм та ӗмӗр хама пӑхӑнса пурӑнмалла тӑвӑттӑм».

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, мӗн пӗчӗкрен ашшӗ хушнине пӑхӑнса пурӑнма хӑнӑхнӑскер, тепӗр хут тӗпчеме хӑймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсем хушшинче турра ӗненессине ҫирӗплетме тата пурнӑҫ хуҫисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентекен пупшӑн кунтан хӑрушши мӗн пултӑр ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, Магнитогорск-ри «Металлург» спортклубӑн паллӑ хоккеистне – Михаил Григорьева – тата унӑн ашшӗне Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗнче йӑлана пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кӑпӑклӑ сӑрапа, чӑваш шӑрттанӗпе сӑйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Йӑлтах саккун йӗркипе, саккуна пӑхӑнса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара хӑйӗн пӗтӗм малашнехи пурнӑҫне Сахар ҫав тӗллеве пӑхӑнса йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак кун халӑх йӑлине пӑхӑнса икӗ савнӑ чун Раиса Степановнӑпа Вениамин Иванович ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрни ҫинчен хыпарласа тӑванӗсене, тусӗсене евитленӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Анчах та вӗсене художник сӑнламан, предприятисенчи хастарсем ҫӗр ӗҫ культурине пӑхӑнса, ырми-канми вӑй хурса ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Нормативло право ӗҫ хучӗсене те саккунсене пӑхӑнса тӗрӗс хатӗрлеме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Чӑваш Республикин Управленийӗн пуҫлӑхӗ, коррупципе хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен ертӳҫӗ Петр Куприн хӑйӗн докладӗнче 2022 ҫулта прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслевсем тӑтӑшах йӗркеленине асӑннӑ, графика пӑхӑнса муниципалитет пӗрлешӗвӗсене ҫитсе килнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗсем Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен уйрӑм тӗсӗ шутланаҫҫӗ, Генеральнӑй штаба тӳрремӗн пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Шупашкар воеводине пӑхӑнса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир халь Сӗве хулинчи воеводӑсене пӑхӑнса тӑмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫирӗм-вӑтӑр ял халӑхӗ сана пӑхӑнса тӑрать тӗк, мӑрса пекех ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр енчен, эсир, Ту енчи ҫӗрпӳсем, мана тӳрремӗнех пӑхӑнса тӑмастӑр, сире государь Новоград Свияжский наместникӗ аллине панӑ, тепӗр енчен… тепӗр енчен, Кӑрмӑш администрацийӗ Новоград Свияжскине пӑхӑнмасть, Чулхула воеводине пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене пӑхӑнса тӑракан хан кансӗрлетчӗ-и вара?

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку, аслӑ государь, эпир сана пӑхӑнса пурӑннине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускавра Хусан дворецӗн Приказӗ пулать, Хусанпа Новоград Свияжский наместникӗсем ҫав Приказа пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс кунти халӑхсене хӑвна пӑхӑнса пурӑнма чӗнетӗн.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех