Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнма (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм фабрикӑн ӑна пӑхӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Кадет класӗнче вӗренни яваплӑха тата та ӳстернине, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнма хӑнӑхтарнине палӑртать Даша.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫавӑнпа та ӑна 1930 ҫулхи мартра каялла Чӑваш АССР ЦИК президиумне пӑхӑнма тавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Пирӗн мӑн асаттесем мӗнле те пулин ҫынна питӗ вӑйлӑ хисепленӗ пулсан пире те ҫав ҫынна тата унӑн ӗҫӗсене хисеплеме кӑна мар, унӑн тавракурӑмне, унӑн шухӑшӗсене пӑхӑнма та вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Оптимизм, вӑй шанни, йӗркене пӑхӑнма пӗлни сире кирек мӗнле лару-тӑруран та тухма пулӑшӗҫ.

Ваш оптимизм и вера в свои силы, умение следовать установленным правилам помогут найти выход из любых ситуаций.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тата эпӗ сире хамӑр конституцире хӗнеме чаракан законсене пӑхӑнма хушатӑп.

И еще: я обращаю ваше внимание на наши конституционные законы, воспрещающие применение телесных наказаний.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑҫ мамӑкӗ пушар сӑлтавне ан куҫтӑр тесен, ҫак правилӑсене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: Уҫӑ ҫулӑмпа усӑ курнӑ чух яланах питӗ тимлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Коррупципе хирӗҫ кӗрешессипе хастартарах ӗҫлеме сӗннӗ, саккунсене ҫирӗп пӑхӑнма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Специалистсем ҫак тӗп правилӑсене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: Чи малтанах ачасем сетьре ирттерекен вӑхӑта чакарма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас, кӑмӑл-сипет йӗркисене пӑхӑнма вӗрентес тӗлӗшпе районта чылай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Тек пӑхӑнма пултараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхӑнма лекет.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫынтан ӑйтнӑ чух илекеннинне мар, параканнин еккине пӑхӑнма тивет, Михха.

— Ну тут уж командует не тот, кто просит, а тот, кто дает, Укка.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сана кирли кашни кун хатӗр: Ҫиме, ӗҫме те тӑхӑнма; Мӗнле ҫӳп-ҫап чунна хумхатӗ, Чӗнсен кам пымӗ пӑхӑнма.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпӗ вӑл колхоза юри куҫса кайрӑм, ну, ку Катрам Иванне пусуҫаврӑнӑшне пӑхӑнма вӗрентеп, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хан вырӑнне хурса пурте пӑхӑнма пулчӗҫ ӑна Гирейсем, пӗр Ислам-Гирей ҫеҫ саламлама пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ҫырӑвӗсенче ачасем водительсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма, автомашина рулӗ умӗнче ларнӑ вӑхӑтра телефонпа калаҫмалла мар, хӑвӑртлӑха ӳстермелле мар тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Астрологсем сире палӑртнӑ плана пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ.

Астрологи советуют следовать планам.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Диетӑна пӑхӑнма шутланӑ тӑк ҫакна урӑх вӑхӑта куҫарӑр.

Если вы собирались садиться на диету для похудения, перенесите планы на другое время.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех