Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнма (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсен ҫи-пуҫӗ те ҫирӗпленнӗ йӗркене пӑхӑнма пӑрахнӑ: тӗрӗ начарланнӑ, унта «майралла» пайрӑмсем хушӑннӑ; ӑстасем пасар сӑррипе пусма-тавара иленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Остров Матан отказался подчинятся испанской короне, но предлагал щедрую дань, вопреки советам о дипломатическом разрешении конфликта атаку на островитян возглавил лично Магеллан, где он и погиб 27 апреля 1521 года.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

XII—XIII ӗмӗрсенче Гельголанд Данин пулнӑ, кайран Шлезвиг нимӗҫ герцоглӑхне куҫнӑ, вӑл хӑй вара темиҫе ӗмӗртен Дани патшалӑхне пӑхӑнма тытӑннӑ.

В XII—XIII веках Гельголанд принадлежал Дании, а затем отошел немецкому герцогству Шлезвиг, которое, в свою очередь, через несколько веков само оказалось под контролем датской короны.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

1258 ҫулта Себоргӑра ҫуралнӑ Томмазо Берард цистерциансен орденӗн Аслӑ Магистрӗ хушнипе Себорга кнеҫлӗхӗ аббатлӑха пӑхӑнма пуҫлани пирки хушу кӑларнӑ, 1579 ҫулччен манахсем — ҫак аббатлӑхӗн воинӗсем — ҫак ҫӗршыва тытса тӑнӑ, ку Сӑваплӑ Престол хушӑвӗпе вӗсене Сӑваплӑ Гонорат утравне турккӑ карапӗсенчен хӳтӗлеме куҫариччен тӑсӑлнӑ.

В 1258 году приказом Великого Магистра ордена цистерцианцев Томмазо Берардом, уроженцем Себорги, был издан указ о переходе княжества Себорга под эгиду аббатства и до 1579 года монахи — воины этого аббатства управляли этой страной, пока приказом Святого Престола не были переведены на остров Св. Гонората для защиты его от турецких кораблей.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Лару-тӑру ҫинчен, ҫавӑн пекех преступниксемпе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те ултавҫӑсен аллине лекес хӑрушлӑх патне илсе ҫитерме профилактика мерисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.

Проинформировав о ситуации, а также рассказав о принимаемых мерах по борьбе с преступниками, он призвал всех соблюдать профилактические меры, благодаря которым можно свести к минимуму риск стать жертвой мошенников.

Сыхланӑр, мошенниксем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... em-3639697

Сывлӑха илес тӗк, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшӑр.

Что касается здоровья, постарайтесь перейти на сторону здорового образа жизни.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл ун ҫине ӳрӗк-сӳрӗккӗн пӑхасла кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулсан та, чӑвашсен йӑли хушнӑ тӑрӑх, ӑна пӑхӑнма, пур ӗҫе те унран малтан ҫыпҫӑнма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур хӑйне пӑхӑнма, юрама тӑрӑшнисене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

1272 ҫулта Донгола патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ хӗреслӗ салтаксемпе килӗшӳ туса Египета тапӑннӑ, анчах та ҫӗнтереймен, 1275 ҫулта вара Донгола Египета пӑхӑнма пуҫланӑ.

В 1272 году правитель государства Донгола в союзе с крестоносцами напал на Египет, но потерпел поражение, и в 1275 году Донгола стала вассалом Египта.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫакӑн хыҫҫӑн Фива Напатӑна пӑхӑнма пуҫланӑ.

После этого события Фивы попали под фактический контроль Напаты.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Египет тапӑнса кӗнине пула регион каллех патшара I Тутмос ларакан Египета пӑхӑнма пуҫланӑ, влаҫа вӗсем крепоҫсенчи (хӑшӗ-пӗрне Вӑтам патшалӑх вӑхӑтӗнчех туса лартнӑ пулнӑ, тӗслӗхрен, Бухена) ҫар пулӑшӑвне пула тытса тӑнӑ.

В результате египетского вторжения регион вновь стал владением Египта под контролем Тутмоса I, чья армия поддерживала власть благодаря ряду крепостей, часть которых была возведена ещё при Среднем царстве (например, Бухен).

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫав вӑхӑтрах хальхи хула халӑхне, пӗтӗмӗшле илсен, провинци Канадӑна пӑхӑнма пӑрахас ыйту ытлашши кӑсӑклантармасть (ку ыйтупа юлашки референдум вӑхӑтӗнче никама пӑхӑнманлӑхшӑн хулара пурӑнакансен 54% ҫеҫ сасӑланӑ).

Почти парадоксальным при этом является тот факт, что население современного города в целом традиционно прохладно относится к идее независимости провинции от остальной Канады (во время последнего референдума по этому вопросу за независимость проголосовало лишь 54 % жителей города).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1951 ҫулта Чукотка Хабаровск Ене пӑхӑнма пуҫланӑ, 1953 ҫулта Магадан облаҫне кӗнӗ.

В 1951 году Чукотка вошла в подчинение Хабаровскому краю, в 1953 вошла в состав Магаданской области.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Халӑха йӗркесене пӑхӑнма вӗрентесси – тӗп тӗллевсенчен пӗри пулмалла», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Лайӑхах мар ҫынсене пӑхӑнма пултаратӑр.

Вы можете оказаться зависимым от нехороших людей.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн куратпӑр-ха эпир кунта: чылай суту-илӳ лавккинче йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та теприсем тавар туянакансене апат-ҫимӗҫпе е ытти таварпа маскӑсӑр, перчетке тӑхӑнмасӑр тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ҫуран ҫӳрекенсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма, ҫав шутра ҫутта тавӑракан элементлӑ тумтир тӑхӑнма сӗнес килет.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫурӑлакан япала курсан йӗрке хуралҫисем ҫакна пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: ҫывӑха пымалла мар, аяккалла чупмалла, ятарлӑ служба ӗҫченӗсене чӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Ӗҫре хӑвӑра кӑна шанмалла пулсан та плана пӑхӑнма тӑрӑшӑр.

В делах желательно придерживаться своих планов, даже если вам придется рассчитывать только на свои силы.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех